Кая юлсан...

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-16 14:06:23 Версия для печати
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ОЛЕГ Николаев Пуçлăхăн хушăвне тĕпе хурса республикăри Строительство министерстви "Хăтлă хула хутлăхĕ" федерацин проектне тĕпе хурса "Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ" проект шайĕнче тирпей-илем тăвас ĕçсем районсенче мĕнлерех пурнăçланнине тĕрĕсленĕ.

Шăмăршăри Культура Керменĕ умĕнчи лапама çĕнетес ĕçпе те паллашнă. Кунти ĕçсем 2 çулта пурнăçланмалла. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ _ 5,5 млн тенкĕ. Кăçал палăртнă ĕçсенчен хăш-пĕр пайне пурнăçламалла пулнă. Анчах, тỹрĕ мар кăмăллă подрядчика пула, ĕç вăраха тăсăлнă, ĕçсем çав-çавах пыраççĕ, палăртнă срок тĕлне объекта вĕçлеймен. Çавна пула тĕрĕслев ирттерекенсем кунти ĕç-хĕлпе кăмăлсăр юлнă.

2020 çулта лапамра çĕнĕ фонтан ĕçлесе каймаллаччĕ, урамра сцена сентябрьтех вырнаçтармаллаччĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru