Чечеклен, илемлен, эп юратнă Шăмăрш ен!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-16 13:54:41 Версия для печати
ШЕМУРША УЛИЦА.jpg
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ШĂМĂРША килсе курнă хăнасем кунти илемлĕхпе хăтлăхран тĕлĕннине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Тен, çак илем яланах куç умĕнче пулнипе хамăр ăна питех асăрхамастпăр та пулĕ, анчах айккинчен лайăхрах курăнать тесе ахальтен каламан.

Районти ялсенчи урамсем тасалса илемленсе пынинче кашни çыннăн тỹпи пур тесе каламалла. Тасалăха хăнăхса пыни кашни урамрах хытă каяшсемпе çỹп-çап пăрахмалли контейнерсем вырнаçтарни те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Хамăрах куратпăр вĕт, мĕн чухлĕ çỹп-çап çав контейнерсене тулса ăсанать. Маларах вара çак çỹп-çап ăçта çитнĕ çавăнта йăваланатчĕ. Тинех йĕркене кĕрсе çитрĕмĕр. Халь кашниех палăртнă вырăна кайса çỹп-çапа пăрахать.

Район центрĕнчи урамсенче тăсăлакан ем-ешĕл газон чуна савăнтарать. Бордюрсене, унта ỹсекен йывăçсене шуратнă. Çакă мар-и-ха илем, тасалăх?

Шăмăршăри тасалăха тытса тăрас тĕлĕшпе вырăнти ял тăрăхĕ тăрăшать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ районти çынсене ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшỹ туса çынсем тытать те урама тасатма кăларать. Хальхи вăхăтра çав çынсем урамра сапаланакан çулçăсене, хуçăлса ỹкнĕ туратсене, ытти ăпăр-тапăра пуçтарса михĕсене тултараççĕ. "Шурă лĕпĕшсем" вĕçсе киличчен тавралăха çỹп-çапран тасатса хăварма васкаççĕ. Паянхи ĕçе çийĕнчех пурнăçланинчен ырăраххи нимĕн те çук.

Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса-юсаса тăрассипе, вĕсене шывпа тивĕçтерессипе, каяшсене юхтарса кăларассипе районта харăсах темиçе пĕрлешỹ ĕçлет. Ячĕсем расна пулсан та ĕçĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ, вĕсем пĕр-пĕринсĕр ĕçлеме пултараймаççĕ тесе каламалла.

Хĕл кунĕсем те çывхарсах пыраççĕ. Сисмĕпĕр те алăкран сивĕсем килсе шаккĕç. Унччен вара палăртнă ĕçсене вĕçлеме тивет. Кайран, хаяр сивĕсенче нушаланмалла, тертленмелле килсе ан тухтăрччĕ.

Шăмăршă территорийĕнче хваттерсене, социаллă учрежденисене ăшăпа тивĕçтерекен 4 котельнăй пур. Вĕсем пурте çутçанталăк газĕпе ĕçлеççĕ. Хĕллехи тапхăра котельнăйсене хатĕрлесе çитернĕ. Ăшă пăрăхĕсене те пăхса-юсаса тухнă, хăш-пĕр вырăнсене çĕнĕрен ăшă тытакан материалпа чĕркесе çыхса хытарнă. "Коммунальник" акционерсен уçă обществин ертỹçи Валерий Макаров пĕлтернĕ тăрăх, хĕллехи ăшăтмалли тапхăра вăхăтра хатĕрленсе çитернĕ. Хĕллехи кунсем çынсене нимĕнпе те хăратаймасса, чăрмавсем кăларса тăратаймасса шанса пурăнмалли кăна юлать. Паллах, ытти ялсенчи котельнăйсем те хĕл кунĕнче ăшăпа туллин тивĕçтерсе тăрасси пирки пĕр иккĕленỹ те пулмалла мар.

Нумай хваттерлĕ çуртсене тасалăхпа, тирпейпе, юсавпа тивĕçтерекен тепĕр организаци вăл _ "Жилкомсервис" сахал яваплă общество. Маларах, 10-15 çул каялла, икĕ хутлă çуртсенче пурăнакансем хваттерĕсене çумăр вăхăтĕнче шыв аннипе тарăхатчĕç. Çакăншăн, ун чухне явапли "Коммунальникчĕ", организаци ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçламаççĕ тесе айăплатчĕç, харкашатчĕç. Анчах нумай чухне çынсем хăйсем çакăншăн айăплă пулнине ниепле те йышăнмастчĕç. Шиферпа витнĕ çуртсен тăррисене телевизор антенисене вырнаçтарма хăпаратчĕç те çивиттие çĕмĕретчĕç-аркататчĕç, шăтаратчĕç. Кайран "коммунальниксем" çителĕклĕ ĕçлеменнине палăртатчĕç.

Самана улшăннă май нумай хваттерлĕ çуртсен çивиттийĕсене те улăштарса пыраççĕ, шиферсене илсе профнастилпа витеççĕ. Çуртсем илемлĕрех те çĕнĕрех курăна пуçларĕç. Тул енчи стенасене çĕнетни те çакнах çирĕплетет. Халĕ çак ĕçсемпе "Жилкомсервис" общество тăрăшать, унăн ертỹçи _ Алмаз Садтретдинов. Çак организацийĕнех подъездсене юсаса-сăрласа тăмалла, алăксемпе чỹречесен юсавлăхне тĕрĕслемелле, кивелнисене çĕнетмелле. Вĕсенех çуртсемпе çыхăннă тата ытти вак-тĕвек ĕçсенчен те пăрăнмалла мар. Çуртсен таврашĕ, унти тирпей тỹрремĕнех вĕсене те пырса тивет.

Каяш шывсене юхтарас ĕçпе, канализацисемпе районти "ЖКХ" сахал яваплă общество (ертỹçи _ Станислав Ястребов) тимлет. Кунта вăй хуракансен нимĕнле çанталăка пăхмасăр сиксе тухнă аварие пĕтермелле. Çитменлĕхе вăхăтра чараймасан пысăк инкек те пулма пултарать-çке. Çакăн пек лару-тăру вара никама та савăнтармастех.

Ялта пурăнакансен пурнăçне илемлĕрех та лайăхрах тăвассишĕн, вĕсем валли канмалли, сывлăха тĕреклетмелли площадкăсем уçса пани хальхи вăхăтра питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ялпа хула пурнăçĕ, çынсем хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та пулмалла мар, çакна тума вара халĕ пур услови те пур. Хăш чухне вара çынсен хăйсен те пуçарулăх кăтартмалла, хастартарах пулмалла.

М.АЛЕКСАНДРОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru