Тăрăшуллă та хастар медицина ĕçченĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-13 11:48:41 Версия для печати
хирургия фото.jpg
Çак сăн ỹкерчĕке 1987 çулхи август уйăхĕнче тунă. Вăл вăхăтра район больницин тĕп врачĕ Геннадий Беляев пулнă. Унпа пĕрле С.Ф.Шейранов, Н.И.Сергеев, А.Я.Семкин, В.И.Никифоров, М.А.Купкенов, Е.Н.Егорова врачсем ырми-канми ĕçленĕ.

Кунта эсир район больницин 65 вырăнлă хирурги уйрăмĕнче вăй хунă ытти медицина ĕçченĕсене те куратăр. Çак сăн ỹкерчĕке тунă чухне хирурги уйрăмĕн ертỹçинче С.Ф.Шейранов тăрăшнă. Çавăн пекех ытти медицина ĕçченĕсем те хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вĕсем хушшинче _ В.М.Кузьмина, З.А.Иванова, Г.П.Угарина, Л.З.Надюкова, Н.Иванова, Л.Филиппова, Е.А.Кудряшова, Р.Санатуллова медицина сестрисем, Л.Скрипачева, Е.Антипова, Л.Якушова, Н.Дмитриева санитаркăсем.

М.ЗАХАРОВ, таврапĕлỹçĕ

При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru