Манăн хаклă асанне

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-04 08:55:13 Версия для печати
Асанне Диана Пушкина.png
"Ватă çын-тăватă çын," - тенĕ ватăсем. Ку сăмахсемпе эпĕ, паллах, килĕшетĕп. Мĕншĕн тесен ваттисенчен яланах сĕнỹ ыйтма пулать. Вĕсем хăйсем пурăнса ирттернĕ çулсенче тем те курнă, çавăнпа веçех пĕлеççĕ. Питĕ ăслă та яланах тĕрĕс-тĕкел сĕнỹ паракан çынсенчен пĕри вăл - манăн асанне. Вăл çак кунсенче 80 çул тултарчĕ!
Манăн асанне Ольга Владимировна Пушкина (Мидюкина) ятлă. Вăл апрель уйăхĕн 27-мĕшĕнче 1938 çулта Тутар республикине кĕрекен Матак ялĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче 5 ача пулнă, асанне вара виççĕмĕш ача - пĕртен-пĕр хĕр. Аслă Аттелĕх вăрçи пуçлансан асанне виçĕ çулта çеç пулнă. Ашшĕ, Владимир Алексеевич, вăрçа тухса кайнă, тăшмана тĕп туса киле таврăнăп тесе шантарнă. Анчах та вăрçă хирĕнчех вăхăтсăр пуçне хунă. Асаннен аслă пиччĕшĕ те вăрçа кайнă, вăл аманса таврăннă. Асаннен амăшĕ, Василиса Степановна, ачисене пĕчченех пăхса ỹстернĕ. Йывăр пурнăçпа нушаланнă пулсан та пирĕн ват кукамай, асаннен амăшĕ, 100 çул таранччен пурăннă! Вăрçă вăхăтĕн- че кашни çемье инкек-синкек курнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ку нуша асаннесен çемйине те пырса кĕнĕ. Асанне каласа панă тăрăх, вĕсем тăранмалăх апат çиеймен - крахмал е курăк çисе ỹснĕ. Пỹрт хутма та вутă çителĕксĕр пулнă, улăмпа хуткаланă, час-часах сивĕ пỹртре ларма тивнĕ. Пĕчĕккĕ пулнипе вăрçă çулĕсене питех астумасть пулин те, амăшĕ асапланнине, вăрçа кайнисенчен çыру кĕтнине питĕ лайăх астăвать асанне. Вăрçă хыççăн манăн асанне сакăр çулта Матак шкулне вĕренме кĕнĕ. Асанне шкулта питĕ лайăх вĕреннĕ, уйрăмах арифметика предметне кăмăлланă. Шкулта пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн вăл ялти колхозра доярка пулса ĕçленĕ. Ăна ĕçчен хĕр пулнишĕн яланах мухтанă, Хисеп грамотисемпе те сахал мар савăнтарнă. 15-16 çулсенче çамрăк хĕр Чулхула облаçне вăрмана сухăр кăларма çỹренĕ. Вăрманта икĕ çул ĕçленĕ хыççăн асанне дояркăра ĕçлеме пуçланă...
1968 çулта манăн асанне Кахăрлă Шăхаль каччипе, Георгий Александрович Пушкинпа, çемье çавăрнă. Качча килсен асанне колхозра вăй хума пуçланă. Унта та çăмăлах пулман, мĕнпур ĕçе алăпа тумалла пулнă - михĕ те йăтнă, арманне те авăртнă, чĕкĕнтĕрне те çумланă, улмине те кăларнă, тырă тасатма та çỹренĕ. Мĕн пенсие тухичченех асанне колхозра вăй хунă. Уншăн ăна "Ĕç ветеранĕ" ятпа чысланă. Асаттепе асанне виçĕ ывăл çуратса ỹстернĕ. Виççĕшĕ те çемьеллĕ, ачаллă. Икĕ ывăлĕ ялта, кĕçĕнни Чĕмпĕр хулинче тĕпленнĕ. Ывăлĕсем пурте алă ăстисем, виççĕшĕн те кермен пек çурчĕсем. Шел пулин те, асатте 2006 çулта вăхăтсăр çĕре кĕчĕ...
Хальхи вăхăтра асанне вăтам ывăлĕн çемйипе пурăнать. Асаннен хĕр пулман пулсан та, кинĕсем хĕр вырăнĕнчех. Ăна питĕ юратаççĕ, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Асаннен ултă мăнук. Вĕсемпе вăл савăнса пурăнать. Халĕ те асанне пĕр вырăнта лармасть. Е чăлха, е алсиш çыхать, е килти ĕçсемпе аппаланать.
Асаннеçĕм, эпир сана питĕ юрататпăр! Эсĕ пирĕн çумра пулнишĕн савăнатпăр. Пире эсĕ яланах кирлĕ сĕнỹсемпе канашсем паратăн. Пирĕншĕн эсĕ ылтăн вырăнĕнче. Сана эпир 80 çул тултарнă ятпа саламлатпăр. Ырлăх, сывлăх, иксĕлми телей сунатпăр. Ватă кукамай пекех çĕр çула çитмелле пултăр!
Асаннеçĕм, асанне,
Килсе лар-ха куç умне.
Эсĕ юбиляр паян
Сакăрвуннă тултаран!
Саламлать сана кашни
- Ватти, асли, кĕçĕнни...
Сывлăхпа телей сунар,
Ыталаса чуптăвар.
Чун юратнă мăнуксем
Килте савăнăç кỹреç.
Кинсемпеле ывăлсем
Ал çинче йăтса çỹреç.
Пурăн, асанне, нумай,
Чечеклен эс çултан çул.
Йăл кулса тăр эс пĕрмай,
Пурнăçу сан пыл та çу.
Сакăрвуннă - нумай мар,
Пурăн эсĕ çĕр çулччен.
Тавтапуç сана калар,
Эсĕ хаклă пуринчен!
Диана Пушкина,
Пуянкасси ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru