Масар картине çĕнетеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-13 11:40:48 Версия для печати
забор масар.jpg
РАЙОНТИ ялсенче масарсен картисене улăштарса çĕнетес ĕçе лайăх йĕркелесе пыраççĕ. Кивелнĕ, ишĕлнĕ юпасене çĕннисемпе улăштараççĕ, татăлса, çĕтĕлсе пĕтнĕ сеткăсене сỹтсе профнастилпа тытаççĕ.

Шăмăршăри масар карти юхăннине, ăна улăштарма вăхăт çитнине тахçанах халăхра калаçатчĕç. Тинех ку ĕçе пуçару бюджечĕпе пуçăнчĕç. Унăн хакĕ _ 1788323 тенкĕ. Ĕçсене пурнăçлаканĕ _ "А.П.Егоров" хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

Çавăн пекех масар таврашĕнчи кирлĕ мар йывăçсене те касса тирпейленĕ.

А.СМАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru