Ентеше асра тытса - шашка турнирĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-13 11:38:21 Версия для печати
КАРАПАЙРИ ШАШКА.jpg
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ял тăрăхĕнче спортпа туслă пурăнакан çын сахал мар. Вĕсен çитĕнĕвĕсем çинчен час-часах илтме тỹр килет.

Хальхинче кунта Киров ячĕллĕ колхозра агрономра, Шăмăршăри сельхозхимире, топсбытра директорта ĕçленĕ Геннадий Измайлова асăнса шашка турнирĕ йĕркеленĕ. Вăйăсем интереслĕ иртнĕ. Турнира ял çыннисем кăна мар, Шупашкартан та шашкăлла ăста вылякансем килнĕ. Çавăн пекех шкул ачисем те хастар хутшăннă.

Аслă ушкăнра пĕрремĕш вырăна Шăмăршă район больницин тухтăрĕ Николай Поликарповпа Карапай Шăмăршă ялĕн Хисеплĕ гражданинĕ, ĕç ветеранĕ Геннадий Елисеев пайланă. Иккĕмĕш вырăнта Шупашкартан килнĕ хăна _ Федор Старшов тата Валерий Кондратьев, виççĕмĕш _ Юрий Поликарпов.

Шкул ачисем хушшинчи вăйăсене икĕ ушкăна пайласа ирттернĕ. Каччăсенчен малти вырăнсем çапларах пулнă: Данил Тенишев - пĕрремĕш, Павел Поляков - иккĕмĕш, Дмитрий Михайлов - виççĕмĕш. Хĕрсенчен чи ăста выляканĕ Анастасия Быкова пулнă, вăл çĕнтерỹçĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Кристина Шомполова, виççĕмĕш _ Светлана Воробьева.

Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе грамотăсем тата асăнмалăх парнесем парса чысланă. Мероприятийĕн спонсорĕ Геннадий Измайловăн тăванĕ Юрий Тимофеев предприниматель пулнă. Çак мероприятие йĕркелеме спонсор пулăшăвĕ панăшăн Юрий Александровича чĕререн тав тăватпăр.

А.ШОМПОЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru