Юрату ултавлă пулчĕ-ши, уйрăлмашкăн питĕ çăмăл-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-04 08:47:34 Версия для печати
ВАТĂРАХ çынсем лайăх астума тивĕç: ĕлĕкрех район хаçатĕнче пĕр-пĕринчен уйрăлма шухăш тытнă мăшăрсем çинчен пĕлтерỹ пичетленетчĕ. «Григорьев Ваççапа Григорьева Марье çав-çав кун суд урлă уйрăласси пирки хыпарлаççĕ», - çакăн йышши пĕлтерỹ çулталăкра пилĕк-ултă хутчен курăнкалатчĕ. Шухăшлатăп та, уйрăлакансем çинчен хаçатра ахальтен çырман пулĕ тетĕп: ан тив, çемьене аркатакансене, ачисене аттесĕр хăваракансене пĕтĕм район ятран пĕлтĕр; тен, кăштах та пулин намăсланĕç халăх умĕнче?
Тен, çавăнпах уйрăлакансем те нумай пулман, туй туса пĕрлешнĕ çынсем мĕн ватăлса виличченех пĕр çемьере пурăннă.
Пурнăçăн çĕр тĕрлĕ пăрăнăç: савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те тупăнсах тăраççĕ, йывăрлăхсем те тем чухлех тĕл пулаççĕ. Йĕркеллĕ çемьере çак йывăрлăхсене пĕрле чăтса-тỹссе ирттереççĕ, упăшки - арăмне, арăмĕ - упăшкине ỹпкелесе кỹрентермест. Чăнах та, пурнăçра хăшĕ те пĕри ăнсăртран йăнăш утăм тăвасси те пулма пултарать, анчах пуршăн-çукшăнах пĕр-пĕрне нихăçан каçарми çилленсе лармалла мар. Çапла вĕрентнĕ пире асаттесемпе асаннесем, атте-анне те çапла ăс панă.
Шел те, самани улшăннă май хамăр та нумай улшăнтăмăр, пирте çынлăхпа чунлăх чакнăçем чакса пынине асăрхамастпăр çеç. Пурнăçра укçа чирĕ анлă сарăлчĕ, çак чир вара уйрăм çынна çеç мар, çемьене те, çывăх тăвансене те шалтан кăшласа хавшатать. Укçа чирĕ çын пуçĕпе чĕрине ним пĕлми тăвать: ăна халь тăванĕ те, çывăх çынни те кирлĕ мар - укçа кирлĕ, укçа кăна!
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн кăçалхи тăватă уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллашрăм та, арканнă çемьесен йышĕ çултан çул ỹссе пыни хытă тĕлĕнтерчĕ. Кăçал 14 çемье уйрăлнă, 22 ача аттесĕр, амăшĕпе кăна çитĕнет. Шăмăршă ял тăрăхĕнче - 4, Карапай Шăмăршăра - 3, Кивĕ Чукалта - 2, Палтиелĕнче - 2 çемье арканнă.
Сăлтавĕ мĕнре-ши? ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Матвеева каланă тăрăх, укçа чирĕ демографие те хупăрласа илнĕ иккен. Çамрăксем темиçе уйăх пĕрле пурăнсанах укçа çителĕксĕррине туйса илеççĕ, вара çемьере хирĕçỹ те харкашу пуçланать. Халĕ çамрăксене пур япала та тỹрех, çийĕнчех кирлĕ: хваттер, çăмăл автомашина, чаплă кĕпе-тумтир...Укçа-тенке пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пуçтарса пырса каярахпа мĕнле те пулин хаклă япала туянасси пирки шутламаççĕ.
Уйрăлакансем, вăтамран, 25-39 çулхи çынсем. Вĕсене ăс кĕме вăхăт çитнĕ темелле. Анчах çук çав: виçĕ-тăватă çул е ытларах пурăнсан та пĕр-пĕринчен сивĕнсех пыраççĕ, хăçан-тăр вĕсен чĕрисенче юрату хĕмленнине халĕ хăйсем те ĕненмеççĕ.
Çемьене аркатма шухăш тытнисем хушшинче 25 çул пĕрле пурăнакансем те пур иккен. Вĕсене те укçа çитмест-ши? Е урăх сăлтав тупнă? Тем каласан та, юрату айăплă тенине ĕненесех килмест. Тен, пулман та пуль юрату çак çемьере?
Сăмахăма каллех хаçатри пĕлтерỹ çине куçарас килет.Енчен те уйрăлакансем çемье арканни çинчен хаçатра çырса хыпарлас пулсан, кăçал кашни номерте тенĕ пекех çавăн пек пĕлтерỹ пичетленнĕ пулĕччĕ. Çак пĕлтерỹсем хыçĕнче - ашшĕсĕр ỹсекен 22 ача, каçсерен вĕри куççульпе йĕпеннĕ вун-вун минтер, арканнă юрату ванчăкĕсем... Ив. САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru