Ватă теме кам хăйĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-15 11:44:30 Версия для печати
КАРАБАЙ БАБУШКИ.jpg
ЛАЙĂХХИ ял çыннине те савăнтармасăр тăма пултараймасть. Акă Карапай Шăмăршăра уçăлнă спорт площадкине ачасемпе çамрăксемсĕр пуçне аслăрах çулхисем те иленнĕ. Ватăсем тесен тĕрĕсрех те пулать пулĕ.

Вĕсем ĕçрен пушă вăхăтра çак площадкăна кайса хăйсен сывлăхне тĕреклетеççĕ, тĕрлĕ хусканусем, упражненисем тăваççĕ. "Эх, мĕншĕн çак ырлăх маларах, 25-30 çул маларах пулман-ши? Ун чухне эпир те çамрăкрах пулнă, ялта та ача-пăчапа яш-кĕрĕм, хĕр-упраç нумайăнччĕ", _ пĕлтереççĕ кинемейсем.

Апла пулсан та, хальхи ватăсем çамрăксенчен пĕрре те юласшăн мар, вĕсем хăйсен кун-çулне тăсас тĕлĕшпе спортпа туслашаççĕ, пурнăç таппипе пĕр тан утма тăрăшаççĕ, общество ĕçĕсене те хастар хутшăнаççĕ.

А.ШОМПОЛОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru