Ăстасем вăййа тухсассăн

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-15 11:41:00 Версия для печати
аххаяс.jpg
ПУЯНКАССИ Культура çурчĕ çумĕнчи "Аххаяс" фольклор ушкăнĕ Патăрьел районĕнче иртнĕ "Ĕлĕкхи чăвашсен вăйă карти" ятлă республика уявне хутшăннă. Унта Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Улатăр районĕсенчи халăх фольклор ушкăнĕсем анатри вăйă юррисемпе савăнтарнă.

Купăсçăсем те хăйсен ăсталăхне кăтартнă, тĕрлĕ кĕвĕсем каласа тĕлĕнтернĕ. Федор Маловпа Николай Андреев купăсçăсен кĕввисем уява хутшăннисене пĕр вырăнта тăма май паман, ташша тухма йыхравланă, ура хуçса ташлаттарнă, алă çупса такмак калаттарнă.

Т.ДАВЫДОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru