Чыс та мухтав танкистсене!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-11 14:55:39 Версия для печати
танкисты.jpg
ВЫРСАРНИКУН Раççей çарĕ Танкистсен кунне паллă тăвать. Çак уява СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1946 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнче йышăннă указĕ тăрăх сентябрĕн 2-мĕш вырсарникунĕнче паллă тăваççĕ.

Чи пĕрремĕш танка Хĕрлĕ Çар валли 1920 çулта Сормово рабочийĕсем ăсталанă. Ăна "Борец за свободу тов. Ленин" ят панă. Вăл ку вăхăтри Раççей танкĕсен мăн аслашшĕ шутланать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çарăн БТ, Т-26, КВ тата Т-34 маркăллă танкĕсен экипажĕсем фашистла Германи çарĕсене аркатнă çĕрте нумай палăрнă. Танк командующийĕсен ячĕсем историре ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă. Танк çарĕсем хальхи вăхăтра та Типçĕр çинчи çарсен вăйĕсем пулса тăраççĕ.

Танк çарĕсен ретĕнче районти ялсенчи çамрăксем те пулнă. Вĕсем хушшинче Германири Совет Çарĕсен ушкăнĕнче (ГСВГ) хĕсметре тăнă вăхăтра танкист пулса çĕршыва хỹтĕленисем те пур.

Асанкассинчи Валентин Судуков 1975 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче ят тухсан çара кайнă. Вăл шăпах Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Германири Виттенберг хулинче Танк çарĕн гварди полкĕнче пурнăçланă. Чăваш каччи салтакра хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă. Вăл "Воин-спортсмен", "1-мĕш класлă механик-водитель" паллăсене тивĕçнĕ. Ытти салтаксемшĕн шанчăклă тус пулнă. Салтакра пулнă çулсене вăл халĕ ырăпа кăна аса илсе пурăнать, çав вăхăта пурнăç шкулĕ тесе хаклать.

Валентин Николаевич 1957 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче Асанкасси ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ ыттисенни пекех иртнĕ, тус-юлташĕпе вылянă, çитĕнсе пынă май аслисене пулăшнă, колхоза ĕçе тухнă. Фермăра ĕнесем сăвакан амăшĕ патне те пулăшма васканă. Пĕр ĕçрен те хăраса, ỹркенсе тăман. Питĕ ĕçчен яш пулса çитĕннĕ. Каччă шутне кĕрсен ялти клубра Николай Драгуновпа пĕрле киномеханикра ĕçлеме пуçланă. Çартан гварди сержант званипе1977 çулхи майăн 9-мĕшĕнче таврăнсан колхоз ĕçне пикенет. Малтанласа ăна Василий Исаев ăста трактористăн пулăшуçине лартаççĕ. Каярах вара хăйне вĕр-çĕнĕ трактор шанса параççĕ. Çав тракторпа вăл 34 çул ĕçленĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Тăрăшса ĕçлени харама кайман, ăна 2005 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă.

Паллах, ялти ĕçчен те маттур каччăна савакансем пулнă. Вăл мăшăр пулма Вера Тимошкинăна суйласа илнĕ. Килĕшỹллĕ те тату çемьере 2 хĕрпе 1 ывăл çуралса çитĕннĕ, вĕсем вĕренсе, тивĕçлĕ воспитани илсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Ачисем пурте çемьеллĕ, ватă çынна мăнуксем савăнтараççĕ. Шел, Валентин Николаевичăн мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă.

Пурнăç малаллах шăвать, ялти хисеплĕ çын паян та алă усса лармасть, çамрăксемпе пĕр тан ĕçлеме пултарать. Вăл кил-хуçалăхра, уй-хирте тăрăшать, выльăх-чĕрлĕх усрать, тăванĕсемпе кỹрши-аршине те пулăшма вăхăт çитерет.

Сăмах май калас пулсан, Валентин Николаевичăн Сергей ывăлĕ хальхи вăхăтра контрактпа Новороссийск хулинче Сывлăш десант çарĕнче хĕсметре тăрать. Салтака кайма ят тухсан, 2004 çулта, каччă пĕр турткаланса тăмасăр вĕçтернĕ, хĕсметре вара ăна çар пурнăçĕ килĕшнĕрен контракт çырнă. Унтанпа пайтах шыв юхса иртнĕ тесен те юрать. Халĕ вăл _ аслă прапорщик.

Валентин Судуковăн Пăчăрлă Пашьелĕнче пурăнакан кĕрỹшне те _ Николай Кудряшова _ Танк çарĕнче хĕсметре тăма лекнĕ. Вăл салтак пурнăçне 1994-96 çулсенче Ковров хулинче ирттернĕ, киле гварди сержанчĕ званипе таврăннă.

Паллах, Валентин Судукова танксем пирки калаçма, вĕсене хаклама кỹршĕре Виталий Прохоров гварди сержант званиллĕ танкист пурăнни савăнтарать. Аслăраххипе кĕçĕнреххин çар пурнăçĕ çинчен калаçмалли, аса илмелли тупăнсах тăрать. Виталий Петрович çар тумĕпе, салтак аттипе Дрезден хулинче 1984-86 çулсенче çỹренĕ.

Çак тăрăхрах пурăнакан Александр Васильев та танкист пулнине палăртса хăвармалла. Вăл та çар тивĕçне туллин пурнăçланă, чăваш ятне яман.

Çапла, танкистсен пĕр ушкăнне кăна асăнтăм. Вĕсем вара пирĕн районта татах та нумайăн. Тăван çĕршыва юратса арçын тивĕçне пысăк хавхаланупа пурнăçланă танкистсене _ чыс та мухтав!

Халь тин запасри, ялти танкистсем

Сентябрь çитсен пулатăр пĕрле,

Килеççĕ аса çарти вăхăтсем...

Уяв яланах хавассăн кĕрле!

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru