Прививка тума тытăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-11 14:46:07 Версия для печати
Грипп - йывăр инфекци чирĕ. Вăл сывлав органĕсемпе чĕрепе юн тымарĕсен, пуç мимин тата ытти органсен ĕçне сиенлет. Грипп шала кайсан çын бактерилле пневмонипе е минингитпа чирлеме пултарать. Вăл вара çынна вилĕм патне те илсе çитерет.

Грипран прививка туни - хỹтĕлевĕн чи эффективлă тата шанчăклă мелĕсенчен пĕри. Вируссенчен сыхланас тесен ăна кашни çулах тумалла.

Районта пурăнакансен грипп чирĕнчен асăрханас тесен участокри терапевтсем патне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене е фельдшерпа акушер пункчĕсене каймалла.

Чиртен сыхланма пулăшакан эмел ачасене, медицина учрежденисенче ĕçлекенсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене, 60 иртнĕ çынсене тата шала кайнă чирсемпе аптракансене уйрăмах кирлĕ.

Специалистсем вакцинаци шăнса пăсăлнинчен мар, вăл организма гриппа йывăр чирлессинчен сыхланине аса илтереççĕ. Хальлĕхе район больницине 790 доза çитнĕ. Çитес вăхăтрах тата илсе килмелле. Прививкăна районта пурăнакансенчен 75 процентне тума палăртнă.

Кăçал ачасене "Совигрипп" вакцинăпа прививка тăваççĕ. Çак препарат консерватсем çуккипе уйрăлса тăрать, аллерги памасть. Паллах, ачасене прививка тăвиччен ашшĕ-амăшĕнчен килĕшỹ кирлĕ.

Пĕр вăхăтрах гриппа тата COVID-19 чирлеме май пурри çинчен палăртаççĕ. Çын икĕ чирпе пĕр вăхăтрах чирлесе ỹксен, çакă сывлăха пысăк сиен кỹме пултарать.

Тухтăр пациента прививка тăвас умĕн унăн сывлăхне тĕрĕслет, ỹт температурине виçет, çак информацие тĕпе хурса вакцинаци тумаллипе тумалла марри çинчен йышăну тăвать. Енчен те сирĕн чăх белокĕ çине е маларах тунă вакцинаци çине палăрнă аллерги пулсан прививка тумаççĕ. Çавăн пекех çын организмĕнчи шала кайнă чирĕн йывăрланнă вăхăтĕнче е йывăр чирленĕ вăхăтра прививка тума юраманнине систерет.

4 çул грипп чирĕнчен тăвакан прививкăна Раççей Наци календарьне кĕртни пурне те саккуна килĕшỹллĕн çак мероприятие хутшăнмаллине пĕлтерет. Çак прививкăна туман ачасене кĕркунне, хĕлле, çуркунне кану лагерĕсене, спорт ăмăртăвĕсене, ытти массăллă мероприятисене кайма, хутшăнма ирĕк памастпăр.

Кашни çыннăн харпăр хăй сывлăхне упрамалла. Иммунитета çирĕплетме витаминсемпе пуян апат çимелле, ỹт-пĕве пиçĕхтермелле.

О.ЛЬВОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru