Ача-пăча площадки - малашлăхри ял пурнăçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-11 14:44:17 Версия для печати
детпарк.JPG
РАЙОНТА ача-пăчапа спорт площадкисене туса пĕтерсе унта вылямалли-сикмелли, сывлăха тĕреклетмелли оборудованисем вырнаçтарнă. Çак объектсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн "Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсенче пурăнакан граждансен хăтлăхне ỹстерес енĕпе хушма мерăсем çинчен" 139 номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн пурнăçлаççĕ.

Шăмăршăри Совет урамĕнчи В.Н.Никифоров ячĕллĕ паркри спортпа ача-пăча площадкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Савăнăçлă церемоние Чăваш Енĕн Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ Александр Шевлягин, "Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи" обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи Канашĕн председателĕ Светлана Сергеева, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял çыннисемпе ачасем хутшăнчĕç.

Владимир Денисов республика ертỹлĕхне ялсенче çакăн пек объектсем уçма пулăшнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех çак проектсене пурнăçа кĕртекенсене, вĕсене тăвас енĕпе ĕçленĕ строительство ушкăнĕсене _ сахал яваплă "Трейд Инвест" обществăпа (ертỹçи _ М.Р.Айзетов) Д.Н.Сапруков уйрăм предприниматель _ ырларĕ. "Çакнашкал площадкăсем нихăçан пушă пулмасса, унта яланах çынсем хăйсен сывлăхĕсене тĕреклетме çỹрессе, çакă массăллă спорта аталантарма май парасса шанса тăратпăр", _ терĕ Владимир Васильевич.

Çак ушкăн Палтиел ялне те çул тытрĕ. Кунта та спорт площадкине ял-йышпа пĕрле пухăнса уçрĕç.

Маларах вара Пуянкассинчи спорт площадки хăйĕн алăкĕсене уçса спорта юратакансене йыхравларĕ. Ăна уçнă çĕре Чăваш Республикин Общество палатин пĕрремĕш çумĕ Анатолий Ухтияров та хутшăннă. Кунти спорт площадкине вара "Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществи" обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ĕçченĕсем вăй хурса палăртнă вăхăта вĕçленĕ.

Н.МОРОЗОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru