Чăн-чăн мăшăрлă пурнăç вăхăт иртнӗçемӗн çеç тăвăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-08 15:26:56 Версия для печати

Çамрӑк мӑшӑрсем мӗншӗн уйрӑлаҫҫӗ? Пирӗн ӑрӑва ҫак чиртен сывалма пулӑшас тесен уйрӑлнин сӑлтавне ӑнланма тӑрӑшмалла. Çемье арканнин сăлтавӗ тӗрлӗ пăтăрмахран сиксе тухма пултарать.

Мӗн çитмест-ши пирӗн пурнăçра? Çак ыйтăва хама-хам час-часах паратăп. Вăйлă технологисен ӗмӗрӗнче пурăнакан халăх чӗрӗ калаçу мӗн иккенне мана пуçларӗ пулас. Пӗр енчен, тӗнче малалла кайнӑ, çавăнтах пӗчӗкленнӗ: технологисене пула ҫынсем пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах пулса тӑчӗç. Тепӗр енчен, ҫынсем пӗр-пӗринчен сивӗнсе те пыраç. Тӗл пулас, ларса чун-чӗререн калаҫас вырӑнне ҫынсем пӗр-пӗрин патне кӗске ҫырусем ҫыраҫҫӗ. Ҫакӑнтан пӗр-пӗрне ӑнланманни питӗ нумай, мӗншӗн тесен мӗн ҫырнине кашниех тӗрлӗ майлӑ ӑнланать! Нумай ҫын халӗ çакнашкал системӑра пурӑнать: пӗр хӑлхапа итлетӗп – тепри телефонра, хӑрах куҫпа пӑхатӑп – тепри компьютерта. Пӗр-пӗрне тимлӗх парӑр. Телефонăра хурӑр, компьютера сӳнтерӗр те пӗр-пӗрне тимлӗх уйăрăр. Пуринчен те пӑрӑнӑр та пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнӑр.


Эрех-сăра ӗçни те çемьене суранлатмасăр хăвармасть паллах. Çемьене аркатаканӗн тӗп сăтăрçи – йӳçӗ шӗвек. Айăпли вара, ӗçекенӗ кăна мар, ӗçтерекенӗ те. Нумай ялсенче, аншарли сутакансем вăрттăн пулин те, сутса укçа тума тăрăшаççӗ. Ăçта мала кайӗç-ши? Этем чунне вараласа пурнăç тăватпăр теççӗ пуль. Пурнăç тасалăхра, пурнăç ыркăмăллăхра кăна малалла кайма пултарать.


Ӗçекен çыннăн куçӗ хупăнать. Ун чухне ăна çемье те, мăшăр та, ачасем те кирлӗ мар пулса тухать.


Тепӗр чух, хӗрарăмсенчен çапла каланине те илтетӗп: «Ӗçекенӗ ӗçкӗпе, манăн ӗçмесӗрех чуна илет».


Мӗн çав тери сусăрлатнă-ши чунсене? Тикӗс пурăннă çӗртенех хамăртан йӳçлӗх сирпӗнсе тухать. Çиме тесен – çăкăр пур, ӗçес тесен – шывӗ пур. Хырăмсем тăранни кăна çителӗксӗр пулас, чун апачӗсӗр выçăхса çитнӗ ахăртнех. Пӗр-пӗринче çитменлӗхсене куратпăр, критиклесе тăкатпăр.


Тепӗр çитменлӗх çемьесенче, мӑшӑрсенчен нумайӑшӗ хӑйсен çумӗнчисем пурришӗн савӑнмаҫҫӗ, кӳршӗри «лайӑх мӑшӑр» ҫине пӑхса ăмсанаççӗ, вӗсен апла марришӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. «Çын аллинчи кукăль пысăк» тени чăна килмест-им?


Чăн-чăн мăшăрлă пурнăç вăхăт иртнӗçемӗн кăна тăвăнать, аталанса вăй илет. Пӗр-пӗрин патне тӳсӗмлӗ пулсан кăна пурнăçри йывăрлăхсене тӳссе ирттерме пулать. Час-часах ҫынсем (уйрӑмах хӗрарӑмсем) юрату туйӗ хыҫҫӑнах туймасӑр тата тӳсӗмлӗхӗн ҫимӗҫне курмасӑр (4 уйӑх иртрӗ вӗт ӗнтӗ) уйрӑлма чупаҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫеҫ, темиҫе ҫул пӗрле пурӑнса, опытпа, пӑшӑрханусемпе, куҫҫульпе, савӑнӑҫлӑ самантсемпе, тавлашусемпе тата килӗштерсе пӗрле пурӑнса, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне ӑнланма, юратма, каҫарма вӗренеҫҫӗ. Чӑн-чӑн юрату вара иккӗн пӗрле тăрăшса пурăнсан кăна пулать.


Н.Клементьева.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru