Контейнера ан пăрах

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-08 15:25:39 Версия для печати
КĔРКУННЕ çитсен пурте хăйсен пахчисене тасатаççĕ. Пахча çимĕçсене татса-пуçтарса илнĕ хыççăн вĕсен аврисене ăçта пăрахасси татах ыйту кăларса тăратать. Кам мĕнле пĕлет, çапла вĕсенчен хăтăлать. Ăçта кăна кăларса пăрахмаççĕ-ши: контейнерсене тултараççĕ, çырма-çатрана ывăтаççĕ... Анчах та контейнерсене коммуналлă хытă каяшсене пăрахма лартса панă, унта пахча çимĕç аврисемпе курланкисене тултарса хумалла мар. Хулари çынсем вара дачăсенче пахча çимĕç авринчен компост туса хатĕрлеççĕ, çĕршĕн паха удобрени теççĕ.

Кĕçех сарăхнă-хĕрелнĕ йывăç çулçисем те таврана кавир сарса парĕç. Анчах урамсенче çак илемрен те хăтăлма тивет. Çулçăсене сапаласа вырттараймастăн. Пуçтармах тивет. Каллех контейнерсене тултарма пуçлаççĕ. Çулçăсене вара пахчана сапаласа тăпрапа хутăштарсан, чавса тухсан каллех çĕр-аннешĕн паха пулать.

Ялсенче тирпейпе илем тăвассишĕн район ертỹлĕхĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кăна тăрăшмалла мар, хамăрăн та пуçарулăх кăтартмалла. Йывăçсемпе хунавсем лартасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Хамăр пурăнакан тăрăха упрамалла, çут çанталăк илемне сыхламалла.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru