Ĕçченсем хисеплĕ ял-йышра

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-04 08:32:46 Версия для печати
Доска почета 1 страница.jpg
ЭПĔ çакна асăрханă: Шăмăршă çĕрĕ çине килсе ура пуссанах кунти çанталăк илемлĕреххĕн, тараватлăраххăн туйăнать. Çыннисем вара, эх, çыннисем - пĕринчен тепри ырăрах та ĕçченрех вĕт! Çак çĕр çинче вĕсен аслашшĕсемпе ашшĕсем суха тунă, тырă акса ỹстернĕ, халĕ ывăлĕсем аслисен ĕçне малалла тăсаççĕ. Ăçта кăна ĕçлесен те - вĕрентекен-и, тухтăр-и, вăрман лартса çитĕнтерекен-и, çĕр çынни-и - Шăмăршă районĕн ятне ямаççĕ. Çакăн пек пултаруллă халăха кăвакарнă пуçăма çĕре çити тайса пехил сăмахне калассăм килет.
Илпек МИКУЛАЙĔ,
Чăваш халăх писателĕ.
(«Коммунизм ялавĕ» хаçатăн
1968 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнчи
номерĕнче пичетленнĕ «Ыталарăм,
çĕршывăм, сана...» очеркран).
ИРТНĔ шăматкун çанталăк йĕпе-сапаллă тăчĕ пулин те, çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăма сăвĕреймерĕ. Район администрацийĕн кантурĕ умĕнчи лапамра çумăрпа йĕпенсе тăмарăмăр, пысăк та ăшă çурт вун-вун çынна тараватлăн йышăнчĕ. Халăха пуçтарма кунĕ питĕ паллăскер-çке: паян ырă йăлана малалла тăсса районти Хисеп хăми çине çĕнĕ çынсене кĕртеççĕ. Пурте вĕсем - ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă ятлăскерсем, тăван коллективра çеç мар, районĕпех лайăхпа палăрма ĕлкĕрнĕскерсем.
Акă, Любовь Алексеева Г.Н.Макаров фермер хуçалăхĕнче машинăпа ĕне сăвать. Нина Полякова И.Н.Быков фермер хуçалăхĕнчи сĕт-çу фермине ертсе пырать. Валерий Симурзин - Чукал тăрăхĕнчи паллă фермер. Вячеслав Ванюшин - «Шăмăршă лесничестви» бюджет учрежденийĕнчи участок ертỹçи. Алмазия Вахитова - Патирекри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ. Галина Исаева - «Шăмăршăри коопторг» ООО кондитерĕ. Надежда Федотова - Пуянкасси ялĕнчи библиотекарь. Владимир Филлипов - Палтиелĕнчи вăтам шкулти физика учителĕ...
Вун улттăн вĕсем, районти Хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулнисем. Хаçат лаптăкĕпе перекетлĕрех усă курас тесе пурин ятне те асăнманшăн, ырă ĕçĕсене шутласа тухманшăн каçару ыйтатăп. Çулталăк тăрăшшĕпе вĕсене халалласа очерксемпе тĕрленчĕксем пичетленсех тăрĕç-ха, район хăйĕн паттăрĕсене пĕлме тивĕç тенине журналистсем асрах тытĕç.
Савăнăçлă мероприятире чăн малтан иртнĕ çул Хисеп хăми çине кĕнисене тав сăмахĕпе чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов пурне те çирĕп сывлăх, телей, ĕçре тата пурнăçра ăнăçу сунчĕ.
Владимир Васильевич кăçалхи паттăрсене хисепе тивĕçнĕ ятпа саламланă тата свидетельство панă май çапла каларĕ: «Эсир - район чысĕ, çамрăк ăру сиртен ырă тĕслĕх илĕ, аслă ăру пирĕн хушăра çакăн пек маттур çынсем ĕçленипе мухтанма пултарĕ».
Хисеплĕ ята тивĕçнисене район пуçлăхĕ Менир Хамдеев та чĕререн саламларĕ. Туслă халăхсен маттур çыннисен сăн ỹкерчĕкĕсем район центрне илем кỹнине палăртрĕ.
Савăнăçлă мероприятие юрă-ташă ăстисем тата та илемлĕреххĕн турĕç.
Çумăр-и? Çумăр чарăнмарĕ. Апла пулин те пурте пĕрле тăрса Хисеп хăми умĕнче асăнмалăх сăн ỹкерттерме чăрмантараймарĕ.
- Тырă çумăрĕ! - ăшшăн кулса сăмахларĕç район Пухăвĕн депутачĕсем Юрий Старшов, Геннадий Макаров тата Николай Быков.
«Виçĕ каччăн пĕр шухăш», - тенĕ пек, çак çĕр çыннисем кăçалхи вăйлă тырпул пирки ĕмĕтленни яр-уççăн палăрчĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru