Хĕрарăм вăл - этемлĕхĕн пуçламăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-09-04 09:26:25 Версия для печати
Милюшкина депутат.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Çапла чăваш хĕрарăмĕсем пĕрле республикăри обществăпа политика, социаллă культура пурнăçĕнче хăйсен вырăнĕпе пĕлтерĕш- не палăртса вĕсен интересĕсене хỹтĕлеççĕ. Шăмăршă районĕнче те асăннă Пĕрлĕх ăнăçлă ĕçлесе пырать. Пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма редакци тĕпелне районти Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертỹçине Надежда Милюшкинана чĕнтĕмĕр.

_ Надежда Николаевна, хăвăр çинчен кăштах каласа парăр-ха?

_ Эпĕ хамăр районтах 1980 çулта çут тĕнчене килнĕ. Шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухса вĕрентекен специальноçне алла илнĕ. Ĕç кĕнекине Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кундюковка ялĕнчи шкулта уçнă. Чун-чĕрепе вара яланах тăван тăрăхра пулнă, çавăнпах ĕнтĕ 2001 çулта Шăмăршăри шкулта аслă вожатăйра ĕçлеме тытăнса директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ таран çитрĕм. "Радуга" ачасемпе çамрăксен клубне те ертсе пыма тиврĕ. Кунта ĕçленĕ чухне Çамрăк специалистсен канашне йĕркелерĕмĕр, мана унăн председательне суйласа çирĕплетрĕç. Манра ун чухнех лидер паллисем пулнах пулĕ çав. Ахальтен яваплă ĕçе никама та шанса памаççĕ. Пĕр вăхăт хушши район администрацийĕн социаллă пурнăç пайĕнче те ĕçлерĕм. 2018 çулхи июльтен пуçласа районти Хĕрарăмсен пĕрлĕхне ертсе пыма пуçларăм.

_ Педагог специальноçĕ хальхи ĕçре сире пулăшать-и?

_ Паллах. Чи малтан хамăрăн ачасене воспитани панă çĕрте çакă палăрать. Мăшăрпа пĕрле эпир 4 ача пăхса çитĕнтеретпĕр. Вĕрентекен пулса ĕçлени ĕçре те пулăшать. Нумай ыйту çине анлăрах пăхса ансат хурав шыраса тупма май парать. Çыннăн кăмăлне тивĕçтерессишĕн кăна ĕçлени çителĕксĕр, хăвăн та кăмăллă пулмалла. Чи кирли _ çынна ĕçлеме хавхалантарасси, проблемăсене пĕрле татса парасси. Вĕсенчен хăтăлас тесен темиçе тĕслĕх тупса вĕсем тавра "ташламалла". Кашни ĕç çине урăх енчен пăхма пĕлмелле.

_ Надежда Николаевна, эсир районти Хĕрарăмсен пĕрлĕхне ертсе пынă май районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллашсах тăратăр. Паянхи район пурнăçне, ĕçне-хĕлне мĕнлерех хак панă пулăттăр?

_ Пĕччен йышăну тума хуть кама та йывăр. Çавăнпа та мĕнле ĕçе те ушкăнпа, пĕр-пĕрне ăнланса пурнăçламалла. Вара район та малалла аталанĕ, ялсем те çĕнелсе çĕкленĕç. Ялсем пуçару бюджечĕпе анлăн ĕçлеме пуçларĕç. Çакă урамсенче çĕнĕ объектсем çĕклеме, çул-йĕре çĕнетме, асфальт сарма май парать.

_ Çынсен шухăш-кăмăлне, пурнăçри çĕнĕлĕхсене мĕнле йышăнатăр?

_ Кашни çынпа чуна уçса калаçма тăрăшатăп. Кам вăл, мĕн ĕçлесе пурăнать _ мана çакă пĕлтерĕшлĕ мар. Эпир пурте çĕр çине пурăнма килнĕ. Апла пулсан кашниех хăйĕн шухăшне палăртма, калама пултарать. Анчах çыннăн ăнланса калаçмалла, унăн хăйĕн шухăшне татăк-лăн палăртма пĕлмелле, ыттисем хыççăн кайса сỹпĕлтетмелле мар. Ерипен пулсан та нумайăшĕ ялсенче пулса иртекен ырă пулăмсемпе ĕçсене йышăнма пуçларĕ. Тĕслĕхрен, акă ашшĕ-амăшĕпе тĕпренчĕкне ача-пăча площадкинче курма пулать, вĕсем вăхăтне пĕрле ирттереççĕ. Спорт площадкисем еннелле утакансем те сахал мар. Апла пулсан çак объектсем ял çыннине кирлĕ. Пурнăç йывăр, пире валли кирлине нимĕн те тумаççĕ тесе нăйкăшма та кирлĕ мар. Ман шутпа халăхăн та ял тăрăхĕсем пуçарнă проектсене хастартарах хутшăнмалла. Пĕрле кар тăрсан кăна лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулать. Тепĕр енчен пăхсан вара, çынна нихăçан та юраса пĕтерме çук.

_ Çынсенче ырă улшăнусем асăрхатăр-и?

_ Майĕпен çынсем улшăнса пыраççĕ. Çакна ырă пулăм тесе хаклас килет. Çынра ыррине курас тесен хамăрăн ырă пулмалла. Чи малтан хамăрăн пуçару кăтартмалла. Çỹлтен хушнипе кăна ĕçлесен аталану пулмасть, хамăрăн тăрăшмалла, пуçаруллăрах пулмалла .

_ Надежда Николаевна, эсир ертсе пыракан Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ районта тата республикăра мĕнлерех шайра тăрать?

_ Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ районта тата республикăра иртекен конкурссемпе мероприятисене хастар хутшăнать. Пирĕн хушăмăрта çĕнтерỹçĕ Дипломĕсене тивĕçнисем те пур. Хамăр ĕçсемпе ыттисене те паллаштаратпăр, пултаруллă та маттур, ĕçчен хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлне ыттисен умне илсе тухатпăр, хак пама ыйтатпăр. Халĕ обществăлла юхăмсем хăйсен саккун проекчĕ-сене хастар сĕнме пуçларĕç. Хĕрарăмсем хуть те мĕнле ĕçре те хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ. Вĕсемшĕн ертỹçĕ лавне туртасси те ниме те тăмасть, йывăрлăхсем те вĕсене хăратаймаççĕ, хуçаймаççĕ. Пирĕн çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсем те пайтах. Акă "Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ _ 2019" республикăри конкурсăн "Тĕрлĕ культурăсем пĕр-пĕрне ăнланса çирĕпленни" номинацин лауреачĕ пулса тăрса 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçрĕмĕр. Çавăн пекех февральте республикăра пулнă "2020 çулти хĕрарăм-лидер" конкурсран "Чи лайăх çамрăк ертỹçĕ" номинацире районти "Пĕрлештернĕ клубсен системи" автономи учрежденийĕн директорĕ Валентина Кузьмина 2-мĕш степеньлĕ Дипломпа таврăнчĕ.

_ Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕнче пурĕ миçе хĕрарăм тăрать?

_ Çителĕклĕ çын тăрать тесен тĕрĕсрех пулать пулĕ, хальхи куна пĕрлĕхре тĕрлĕ сферăра вăй хуракан 200 хĕрарăм шутланать. Вĕсем пĕринчен-тепри маттур та ĕçчен, мероприятисемпе конкурссенче пуçаруллă та пултаруллă, хăйсем тавра ыттисене те явăçтараççĕ.

_ Канашăн тĕп тĕллевĕ мĕнре?

_ Ялта пурăнакан чăваш хĕрарăмĕ сăпайлă пулнăран хăйне кăтартма вăтанать. Çавăнпа эпир районти хĕрарăмсене хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен уççăн пĕлтерме вĕрентесшĕн. Ялсене çитсен хĕрарăмсем питĕ нумай ĕçленине, çĕнĕ проектсем пурнăçланине асăрхама пулать. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ пирки ыттисене те пĕлтермелле, вĕсем валли çул уçса памалла. Çамрăк çемьесене пулăшмалла, вĕсене арканма памалла мар. Çаксене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Çавăн пекех сусăрсем пирки те манмастпăр, вĕсене пулăшма та майсем шыратпăр. Акă пĕлтĕр районти пĕр çемьене, инвалид ачасене пăхакансене, республика укçан пулăшрĕ. Мĕнле калас та, хĕрарăм чĕри хĕрхенме пĕлет, ырра шанать.

_ Хĕрарăм яланах ырă та тарават пулма тăрăшать. Çакă сирте те пур...

_ Çапла, хĕрарăм чи малтан вăл анне. Çавăнпа унăн ырăлăхĕпе çепĕçлĕхĕ пурин валли те çитет. Пирĕн Пĕрлĕх те ырă кăмăллăх акцийĕсене хастар хутшăнать. Эпир мероприятисене пушă алăпа каймастпăр. Мĕнле те пулсан ĕçпе чапа тухнă е ăмăртура палăрнă çын валли пирĕн яланах парне тупăнать. Ан тив, хаклă парне пиртен ан пултăр. Çынна сума суни, хаклани пĕлтерĕшлĕ. Шкулсемпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, класс сехечĕсене хутшăнатпăр, вĕренекенсемпе пĕрле тĕрлĕ темăна уçăмлатма, кăткăс ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. Пире ЗАГС пайĕнче иртекен мероприятисене, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах чĕнеççĕ.

_ Надежда Николаевна, республикăра кăçал Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ пырать, 2021 çул _ Сăрпа Хусан оборона чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕ...

_ Пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве çывхартма питĕ нумай ĕç тунă. Халĕ Сăр рубежпа нумай ĕçлеççĕ. Çак тĕллевпе "Вăрçăн хĕрарăм сăнĕ" проект пуçарнă. Тылра ĕçленĕ нумай çыннăн пурнăçĕ те вăхăтсăр татăлни паллă. Вĕсене асра тытса районта тĕрлĕрен мероприятисемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр.

_ Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир сентябрĕн 1-мĕшĕнче Шăмăршăри шкулта вĕренекенсен класс сехечĕ-сене хутшăннă...

_ Çапла, республикăри "Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организаци Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă мероприятисене малаллах ирттерет. Çакна тĕпе хурса районти шкулсене çитсе ачасемпе класс сехечĕсем ирттеретпĕр. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, сентябрĕн 1-мĕшĕнче кашни шкултах паттăрлăх урокĕсем пулчĕç. Вĕсенче совет халăхĕн паттăрлăхĕ çинчен калаçу пулчĕ. Уроксем презентаци мелĕпе те пычĕç. Ачасем итленĕ май Сăрпа Хусан оборона рубежĕсене туни çинчен каласа паракан ỹкерчĕксене пăхса та хаклама пултарчĕç. Каярах кашни шкулах çак темăллă брошюрăсем салатса парăпăр. Шăпах çитес çул çавăнти рубежсене тума пуçланăранпа 80 çул тулать. Çакна пурнăçлани пире хамăр паттăрсене яланах асра тытма, вĕсен паттăрлăхĕпе чăтăмлăхне хаклама май парать. Çитĕнекен ăрура патриот туйăмне çуратать.

_ Надежда Николаевна, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти хăш классенче пултăр?

_ Хальхинче 10-б, 7-а, 5-а, 4-а, 3-б (класс ертỹçисем _ О.Еремеева, И.Харитонова, Н.Купташкина, И.Михайлова) классенче пултăм. Малашне ыттисем патне çитĕпĕр. Çавăн пекех районти ытти шкулсенче те тĕл пулусемпе калаçусем йĕркелĕпĕр.

_ Ăшă та кăмăллă калаçушăн сире пысăк тав. Ĕçре сирĕн çитĕнỹсем малалла та пулсах пыччăр.

А.МИХАЙЛОВ калаçнă.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru