Тăван енĕм, санпа мухтанатăп

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-28 11:03:45 Версия для печати
ДК КАРАБАЙ.jpg
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Ял аталанса, илемленсе пыни чи малтанах кунта пурăнакансен, пуçлăхсен пуçарулăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, пĕрле пуçтарăнса вăй хума пултарнинчен нумай килет. Ял çыннисем туслăн пĕр-пĕр ĕçе пикенсен, кашниех унта хăйĕн тỹпине хывсан, иккĕленмесĕрех ĕç ăнатех теме пулать.

Владимир КУЗЬМИН, Шăмăршă ялĕ:

_ Нумаях пулмасть пирĕн урамра ача-пăча площадки ỹссе ларчĕ. Ачасене выляма ятарлă площадка çукки Юбилей урамĕнче пурăнакансене тахçанах пăшăрхантаратчĕ. Халĕ вара ĕмĕтленни пурнăçа кĕчĕ _ шăпăрлансене тинех пĕрле пуçтарăнса выляма лапам туса пачĕç. Вĕсем кунĕпех карта тытса çаврăннă площадкăра вылянине курма пулать. Çакă ашшĕ-амăшне те, ачасене те савăнăç кỹрет. Ача-пăча площадки урамăн сăн-сăпатне татах та илемлетет.

Алена ЛУКИАНОВА, Анат Чаткас ялĕ:

_ Юлашки çулсенче ял пурнăçĕ палăрмаллах лайăхланчĕ. Тирпей-илем тăвассишĕн те пурте тăрăшма пуçларĕç, çỹп-çаппа коммуналлă хытă каяша урамсенче вырнаçтарнă контейнерсене кайса пăрахаççĕ. Çулсене тикĕслесе якатнине, шăтăк-путăка вăхăтра сапласа тăнине те палăртмалла. Çынсем валли кану вырăнĕ-сем ăсталаса туса лартни те кăмăл-туйăма çĕклет. Ĕç хыççăн тус-юлташпа, кỹршĕ-аршăпа урамсенче вырнаçтарнă беседкăсенче канса ларма та пулать. Ял çамрăкĕ-сем те каçсерен унта пухăнаççĕ.

Ольга ЕЛИСЕЕВА, Карапай Шăмăршă ялĕ:

_ Паянхи Карапай Шăмăршă ялне 15-20 çул каяллахипе танлаштарсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Çулсерен çынсем хăйсем пурăнакан çурчĕсене капăрлатса-илемлетсе пыраççĕ, пурнăç условине лайăхлатса хушма пỹлĕмсем купаласа хăпартаççĕ. Халĕ тăваканнисем архитектура енĕпе те çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăраççĕ. Пỹрт умĕнчи пахчасем те тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе куçа илĕртеççĕ. Халăх хăйĕн пурнăçне хăтлăрах тăвассишĕн те ытларах вăй хума тытăнчĕ. Ялăн тĕп урамĕ те çĕнелсе илемленчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк таврашне тирпейлесе хăтлăх кĕртни те темрен паха. Кунти стела ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕ пирки каласа-кăтартса парать. Шкул, ача сачĕ, клуб та хăйсен сăнĕсене çĕнетнĕ, хăйсем патнелле кăчăк туртаççĕ.

Наталия ПЕТРОВА, Ярăслав ялĕ:

_ Ялта пурăнакансене çул-йĕр ыйтăвĕ яланах канăçсăрлантарнă. Водительсем, çуран çỹрекенсем тикĕс мар, шăтăк-путăклă çулсемпе мĕн чухлĕ тарăхман-ши? "Машинăран анса çуран утсан лайăхрах та пулĕ", _ тесе шухăшлани те тепĕр чухне пĕрре мар пулнă. Тинех Ярăслав ялĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерсе çула вак чул сарса хытарчĕç. Халь çăмăл машинăсем те пĕр чăрмавсăрах кунта кĕрсе тухма пултараççĕ.

А.Михайлов ыйтса пĕлнĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru