Ĕçлеме ỹркенмесен ялта та пурнăç илемлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-28 11:03:04 Версия для печати
Кладбище В КАК ШИГ.jpg
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Районти кашни ялтах çулсерен мĕнле те пулин ырă улшăну пулатех: урамсене тикĕслеççĕ, çул сараççĕ, илемлетеççĕ, тавралăха хăтлăлатаççĕ, çуртсемпе общество объекчĕсене çĕнĕ сăн кĕртеççĕ, кану паркĕсем, ача-пăчапа спорт лапамĕсем уçаççĕ тата ытти те.

Час-часах чиновниксене тиркенине, ятланине илтме тивет. Кирек мĕнле ĕçре те çитменлĕхсĕр пулмасть. Çапах çынна тиркесе лариччен малтан хамăртан ыйтмалла: "Халăх пурнăçне лайăхлатма эпĕ мĕн турăм-ха?" Пурнăç йывăр тесе чỹречерен пăхса ларнипе нимĕн те улшăнмĕ.

Районта кăçал икĕ ял тăрăхĕнче çĕнĕ пуçлăхсем ĕçлеме тытăнчĕç. Çамрăксем хăрамасăрах йывăр лава туртма кăмăл турĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем пуçне усни сисĕнмерĕ. Ял тăрăхĕсене аталантарас тĕлĕшпе мал ĕмĕтлĕн малалла ăнтăлаççĕ, ума лартнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утаççĕ. Вĕсем _ Пăчăрлă Пашьел тата Пуянкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Евгений Укинпа Сергей Кузнецов.

ХАЛĂХ ВĔРСЕН ХАПХА УÇĂЛАТЬ

Евгений Укин Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти вĕрентекенрен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулса тăчĕ. Апрель уйăхĕнче ăна çак должноçа çирĕплетрĕç. Шăпах çакă çĕршывра, тĕрĕсрех каласан, тĕнчипех коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтпа тỹр килчĕ. Евгений Сергеевича çăмăлах пулмарĕ, çавна пула нумай ĕçе каярах юлса пурнăçлама тиврĕ. 1,5 пине яхăн çын пурăнакан ял тăрăхĕнчи Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси ялĕсенче пурнăç хăй еккипе пырать. Кунта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул, Культура çурчĕпе клуб, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, почта уйрăмĕ, лавккасем пур. Эрнере пĕр хутчен пасар та пухăнать. Çынсем чунĕсене кантарма ялти чиркĕве çỹреççĕ.

Шкул 6 ялтан вĕренекенсене йышăнать. Кăçал партăсем хушшине 183 ача ларĕ. Веçех лайăх пулсан çĕнĕ вĕренỹ çулĕ ăнăçлă пуласса, ачасем классенчех вĕренессе шанаççĕ. Дистанциллĕ вĕренỹ никамах та килĕшмерĕ.

Евгений Укин каланă тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç _ пуçару бюджечĕпе Асанкасси ялĕн масарĕ патне пыракан çула вак чул сарса хытарни пулнă. Ăна пурнăçлама пурĕ 1,5 млн тенкĕ (республика, вырăнти бюджетсенчен, халăхран пуçтарнă укçа-тенкĕ) тăкакланнă. Масар патне илсе пыракан çул япăх пулни ял çыннисене пĕрмай калаçтарнă, ял тăрăхĕн малтанхи пуçлăхне те ỹпкев сăмахĕ нумай тивнĕ. Халĕ вара ял халăхĕ тунă çулпа кăмăллă.

Пăчăрлă Пашьел ялĕнче хальхи вăхăтра хĕрсе кайсах тепĕр ĕç пурнăçлаççĕ, ăна та пуçару бюджечĕпех йĕркеленĕ. Кунта спорт площадки вырнаçтараççĕ. Ĕçсене сентябрь уйăхĕнче вĕçлемелле. Спорта юратакансем хăйсен сывлăхне турник, бруссем тата швед стенки çинче тĕреклетĕç. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕн çамрăкĕсем спорт енне шкулта вĕреннĕ чухнех туртăннине каласа хăвармалла. Çакна тума вĕсене шкулта ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе секци ĕçлени те хистет. Ачасем кăмăлласах унта çỹреççĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Сергеевич хăй ертсе пынă, пырĕ те. Унăн вĕренекенĕсем районти ăмăртусенче кăна мар, республикăра, кỹршĕллĕ регионсенче те призерсем пулса таврăнаççĕ.

Районти ял тăрăхĕсене пушар машинисем уйăрса панă, анчах вĕсем урамрах, уçă çĕртех лараççĕ. Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче те ун валли гараж çук. Уйрăмах хĕл кунĕсенче çакă чăрмав кỹрет, машина цистернинче шыв тытаймастăн. Кунта çак çитменлĕхе пĕтерсе депо туса хурасшăн. Унăн проекчĕ конкурс витĕр тухнă, ĕçе пурнăçа кĕртмелли çеç юлнă. Водительсене вара обществăлла майпа тытма калаçса татăлнă, çынсем çакна хирĕçлемеççĕ.

Кăçал Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа республикăри кашни ялах 100 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Çак укçапа тĕллевлĕн усă курса Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхне пырса кĕрекен вырăнта стела вырнаçтарĕç. Унăн проектне туса хатĕрленĕ, никĕсне те янă, кĕçех ăна вырнаçтарса та лартĕç. Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă ентешсене асăнса лартнă Çĕнтерỹ палăкĕ таврашне те илемпе хăтлăх кĕртме пăхса хунă. Çакă та ял çыннисемшĕн пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулĕ.

Ялти çын çĕр ĕçĕпе аппаланать, выльăх-чĕрлĕх тытать. Ял тăрăхĕнче 192 хуçалăхра 397 ĕне шутланать. Сăвăнакан ĕнесемшĕн Чăваш Республикин правительстви çынсене укçа парса пулăшу кỹни хавхалантарнă. Тен, мăйракаллă шултра выльăх шутне ỹстерес текенсем те малашне нумайланĕç.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕшĕн чи йывăрри _ ĕçе йĕркелесе пуçласа ярасси. Унăн унта-кунта чупмалла, тĕрлĕ çынпа тĕл пулмалла, вун-вун ыйту татса памалла. Евгений Сергеевича ялти çамрăксем пĕр тĕвве çыхăнса, пĕр-пĕрин канашне итлесе кашни ĕçе хаваспах пурнăçлама тухни савăнтарать. Пĕр шухăшлисем яланах пулăшма хатĕр. Çав вăхăтрах ура хума пăхакансем те пур, вĕсем халăха пăтратма тăрăшаççĕ, тĕрĕс пурнăçланса пыракан ĕçрен пăрса яма хăтланаççĕ. Ватăсем ырă сĕнỹсемпе пулăшаççĕ, тĕрĕс çул кăтартаççĕ.

Тĕнчипех коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ватăсене волонтер пулса та пулăшма тивнĕ. Вăл пĕр тăхтаса тăмасăр район центрĕнчи аптекăна çитсе кирлĕ эмелсем туяннă, вĕсене кирлĕ çĕре çитернĕ. Унпа пĕрле ыттисем те волонтер ĕçне пикеннĕ, вĕсем хушшинче _ ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем. Хăйсен умне лартнă тивĕçе кашниех ырă кăмăлпа пурнăçланă.

Евгений Укина та ялта çамрăксем юлманни пăшăрхантарать. Вĕсем хуланалла туртăнаççĕ, çуралнă кĕтесрен тухса каяççĕ. Вăл каланă тăрăх, ялта та ытлă-çитлĕ пурăнма пулать. Ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар, пуçаруллă та хастар пулмалла. Вара нимĕнле йывăрлăх та ял çыннине хăратаймĕ. Паллах, çынсене ялта пурăнтарас тесен ĕç вырăнĕсем туса памалла, вĕсене тивĕçлĕ шалу тỹлемелле. Тен, ун чухне ялсем вăй илсе малалла аталанĕç.

Халăх вĕрсен хапха та уçăлать. Ĕç ăнса пыни çынсемпе пĕр чĕлхе тупнинчен те килет. Унăн терт-нушине пĕлсе тăмалла. Йывăр вăхăтра алă тăсмалла.

КАШНИ ĔÇ - ÇЫНСЕМ ВАЛЛИ

Пуянкасси ял тăрăхĕнче те тĕрлĕрен программăпа, наци проекчĕпе, халăх пуçарăвĕпе сахал мар ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул та ял тăрăхĕнчи кашни ялтах халăха кăсăклантаракан ыйтусене татса пама тăрăшнă. Иртнĕ çулхи ĕçсемпе ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп специалистне Ирина Андреевана паллаштарма ыйтрăм.

_ Ялсен сăнне улăштарассишĕн, çĕнĕлĕхсем кĕртессишĕн тăрăшатпăр, _ сăмахне пуçларĕ Ирина Александровна. _ Ялта пурăнакансен кулленхи çивĕч ыйтăвĕсене татса памалла, хуравĕсене тупмалла, çынсем патне çитермелле, вĕсене ăнлантарса памалла. Ыйтусем вара пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăраççĕ. Çавăн пекех пуринпе те пĕр чĕлхе тупса, пĕрлехи вăйпа ĕçлесе пыма тăрăшмалла. Пĕтĕмĕшле илсен, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕнче лайăх ĕçлесе пыратпăр темелле. 2019 çулта та сахал мар ĕç пурнăçланă. Пуçару бюджетне тĕпе хурса ĕçлессипе те тимлерĕмĕр. Хайпăла ялĕнчи Карл Маркс урамĕнчи çула 1465 пин тенкĕлĕх юсанă. Виçпỹрт Шăмăршăри Бараев урамĕнчи çул-йĕре юсанă. Çавăн пекех "Çĕрпỹ-Ульяновск-Виçпỹрт Шăмăршă-Пуянкасси" çулăн 2 километрне çĕнĕрен асфальт сарнă. Юлнă пайне кăçал юсаса çĕнетнĕ. Пуянкассинчи Ленин урамĕн пĕр пайне вакă чул сарса тикĕсленине те ырă пулăмсен шутне кĕртмелле. Ялсенче контейнерсем вырнаçтарнине палăртса хăвармалла. Çак ĕçе пурнăçличчен çынсем çỹп-çапа çырма-çатрана тултаратчĕç, урам вĕçĕсене кăларса пăрахатчĕç. Ача-пăча площадкисем хăйсен вырăнĕсене тупнине те ырă пулăм тесе хакламалла.

Кирек мĕнле ĕç те халăхпа вырăнти влаç пĕр тĕллевпе тухăçлă ĕçленинчен килет. Ун пек чухне ĕç курăмлă пулать. Хальхи вăхăтра наци проекчĕсене, пуçару бюджечĕпе пурнăçлакан программăсемпе ĕçлесе пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вырăнти бюджет укçи-тенкипе тĕллевлĕн усă курни те пысăк вырăн йышăнать. Шел пулин те, ял тăрăхĕсен хыснисем пуян тесе калаймастăн. Çапах та май пур таран патшалăх пулăшăвĕпе усă курса вырăнти администраципе халăх пая кĕрсе пурнăçлакан ĕçсем хăйсен çимĕçне çулсеренех параççĕ. Çакнашкал майпа пурнăçланă ĕçсем ỹссе пыни кăмăла çĕклет.

Кăçалхи апрельте суйласа лартнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Кузнецов та калаçăва хутшăнчĕ. Юлашки вăхăтра пурнăçланнă ĕç-хĕлпе шăпах вăл паллаштарчĕ:

_ Эпĕ ку должноçра нумаях ĕçлеместĕп-ха, анчах ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассине малти вырăна хуратăп. 2020 çулта Пуянкасси ял тăрăхĕнче мĕн тума палăртнă пулнă-ха? Пуçару бюджечĕпе Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи масара çĕнĕ сăн кĕртмеллеччĕ. Çак ĕçе туллин пурнăçланă. Халĕ унта çĕнĕ карта тытса çаврăннă, хурал пỹртне юсаса çĕнетнĕ. Стадионта уçă сцена тунă, куракансем валли саксем вырнаçтарнă. Спорт вăййисене курма кăмăл тăвакансем валли трибуна ăсталанă, кунтах раздевалкăсем пур. Пуянкассинчи Культура çурчĕ çумĕнче хальхи вăхăтра республика бюджечĕн укçипе спорт площадкине тăвассипе ĕçлетпĕр, унта спорт сооруженийĕсем вырнаçтаратпăр. Хайпăла ялĕнче вут-çулăмран сыхланас тĕлĕшпе чавнă кỹлле тасатса тарăнлатнă. Пуянкассинчи Совет урамĕнчи шăтăк-путăклă çула 9-мĕш номерлĕ çуртран пуçласа Ленин урамĕпе хĕресленекен çул патне çити 90 метр асфальт сарса якатнă.

Паллах, Пуянкасси ял тăрăхĕнче те республикăран уйăрнă 100 пин тенкĕ укçапа тĕллевлĕн усă курĕç, ăна ял илемĕпе хăтлăхне кĕртнĕ çĕре ярĕç. Пуянкасси ялне пырса кĕнĕ çĕре пысăк стела вырнаçтарма палăртнă, Кахăрлă Шăхалĕпе Виçпỹрт Шăмăршă ялĕсенче ача-пăча площадкисем хăйсен вырăнĕсене тупса шăпăрлансене савăнтарĕç. Хайпăлара вара çак укçана Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк таврашне тирпейлесе юсанă çĕре ярĕç. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне ял çыннисенчен укçа пуçтарманнине, веçех республика бюджетĕнчен куçарнă укçапа усă курнине аса илтерсе хăвармалла.

Урамсемпе тăкăрлăксене, кĕпер, масар таврашĕсене тирпейлĕхпе тасалăхра упрасси пирки те асрах тытмалла.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru