Светлана питĕ хăюллă çын

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-21 10:36:20 Версия для печати
СВЕТА ИЗАМБАЕВА.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ВИЧ-инфекци, урăхла каласан, этемĕн иммунитет дефицичĕн вирусĕ. Хальхи вăхăтра çак хăрушă чир пирки пурте пĕлеççĕ. Вăхăтра палăртса сипленме пуçламасан СПИД аталанса каять.

Вирус палăрсан çынна ĕçрен кăлараççĕ, вĕсен ачисене шкултан, ача сачĕсенчен _ пур çĕртен те хăвалаççĕ. Вĕсем çине медицина ĕçченĕсем те сиввĕн пăхаççĕ. Телее, çак инкекпе кĕрешекенсем пур. Сăмахран, Светлана Изамбаеванах илер. Вăл питĕ хăюллă çын. Хăй вăхăтĕнче "Экспресс" журнал анлă тĕпчев ирттерсе ăна Раççейри чи хисеплĕ 75 çын шутне кĕртнĕ.

Светлана ВИЧ статуслă хĕрарăм, ăна вăл пытармасть. Хăй калашле, уçă питпе пурăнать. Халĕ вăл Раççей шайĕнче ВИЧỸСПИД статуслă çынсене мĕнпур кирлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Хăй ячĕпе коммерцилле мар ыр кăмăллăх фончĕ те йĕркеленĕ. Светлана шăпах чирленĕ хыççăн социаллă активлă пулса тăнă, нумай специальноçпа пĕлỹ илнĕ. Паян вăл клиника психологĕ те, гештальт-терапевт та, халăхсем хушшинчи "Танцуй ради жизни" проектăн ертỹçи те тата ытти те. 10 çул хушшинче фонд 5000 ытла хĕрарăмпа ачана пулăшнă. Фонд çулсерен вуншар акци ирттернисĕр пуçне кашни кунах çынсене кирлĕ информаципе, психологи пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Фонд хăй тавра нумай çынна пуçтарнă, унта нумай паллă çынна курма пулать.

"Abbvie" компани пулăшнипе "Светлана Изамбаева" ыр кăмăллăх фончĕ "Позитивные дети" ятлă кĕнеке кăларнă. Ăна вĕсем "Шăпа кĕнеки" тесе палăртнă. Мĕншĕн тесен кĕнекере ВИЧ статуслă ачасем хăйсен историйĕсемпе паллаштараççĕ. Чир палăрнине пĕлнĕренпе хăйсен пурнăçĕ мĕнлерех улшăннине, мĕн витĕр тухма тивнине каласа параççĕ. Унта куççуль те, тарăху та, пĕтĕм тĕнчене çилленни те, шăпана йышăнса çĕнĕрен пурăнма вĕренни те _ веçех пур. Çав тери кирлĕ кĕнеке. Çул çитменнисемшĕн вăл асăрхаттару пособийĕ пекех. Чир ертес темесен, чи малтан ун пирки тĕрĕс информаци пулмалла. Светлана Изамбаева ВИЧ статуслă çынсене психологи пулăшăвĕ панисĕр пуçне сывă çынсем пирки те шутлать. Вĕсене инкекрен упраса хăварма тăрăшать.

_ Раççейре ВИЧ статуслă çынсем çав тери нумай. Вирус сарăлассипе пирĕн çĕршыв тĕнчере Кăнтăр Африкăпа Нигери хыççăн 3-мĕш вырăнта тăрать. Кашни сехетре тепĕр 10 çын чирлине шута илеççĕ. Çак хисеп çулран-çул ỹссе кăна пырать. Хăвăрах куратăр, пĕлетĕр, проблема çав тери пысăк. Анчах çакна курмăш пулма тăрăшаççĕ. Çĕршывра пысăк вырăн йышăнакансемех ВИЧ статуслă пулнине те пĕлетĕп, анчах вĕсем пулăшас вырăнне хăйсен чирне пытараççĕ. Клиникăсенче анонимлă майпа сипленеççĕ. Çакăн пек хăтланни нумай ĕçе пурнăçлама ура хурать. Вĕсем те пирĕн рете тăрсан эпир тата та пысăкрах ĕçсем тума пултарнă пулăттăмăр, çав шутра эмелсемпе тивĕçтерессинче те. Çак диагнозпа пурăнма çăмăл мар. Санран юлташсем те, çывăх çынсем те, çемье те сивĕнме, пăрăнма пултарать. Эпĕ хам та çакăн урлă иртнĕ. Ман ачасене секцисене илместчĕç, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисемпе пĕр класа çỹреттересшĕн марччĕ. Ман пепкесем вара сывă çуралнă. Вăхăтра сипленсен, кулленхи профилактикăна тытса пырсан этем тулли пурнăçпа вăрăм ĕмĕр пурăнма пултарать, _ терĕ Светлана. _ Фондри хĕрарăмсем хитре те йĕркеллĕ, хăшĕ-пĕри ик-виç ĕçре ĕçлет. Нумайăшĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă, кашнийĕн хăйĕн историйĕ. Пирĕн хушăмăрта банкирсем, педагогсем, директорсем, ертỹçĕсем, сутуçăсем, парикмахерсем, стилистсем пур. ВИЧ-инфекци кăрчанкă мар, этем йĕркеллех курăнма пултарать.

Малтан çынсем ВИЧа наркомансемпе проституткăсен чирĕ пек йышăннă. Унтанпа нумай мĕн улшăннă, анчах чирлисем пирки начар шухăшласси çаплипех юлать.

Паллах, нумай ашшĕ-амăшĕ СПИД, ВИЧ_инфекци пирки ачисемпе калаçма аванмарланать. Кун пек чухне педагогсемпе специалистсен пулăшăвĕ кирлĕ. Тĕрĕс информаци ачасене усал чиртен сыхласа хăварма пултарать. Çавăнпа та фонд пуçарнă проектăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк та усăллă.

И.ТРИФОНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru