"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ÇАК çĕр çинче тĕрлĕ шăпаллă çын пурăнать. Пĕрисем пĕр хуйхă-суйхă пĕлмесĕр, пурнăçăн тути-масине туймасăр ырăлăхпа телей сăпкинче сикеççĕ, теприсем вара мĕн çут тĕнчене килнĕренпех тертпе асап, инкек-синкек курса кун-çулне ирттереççĕ.
Палтиелĕнче пурăнакан Маша кинемипе тĕл пулсан калаçу çăмхи сỹтĕнчĕ кăна. Тем пирки те пуплерĕмĕр, таçта та çитсе чарăнтăмăр. Тăххăрмĕш теçеткепе пыраканскер халĕ те кĕнеке вулама кăмăллать. Хăйне килĕшекен сăвăсене тетрадь çине çырса хурать. Кайран, чунĕ кỹтсе килнĕ вăхăтра е аса илỹ саманчĕ пуçне килсен, çав йĕркесене вуласа лăпланать.
Маша кинемине пурнăç пуçран шăлман. Унăн кун-çул парнеленĕ "кучченеçсене" сахал мар астивме тивнĕ. Ытти çамрăксем пекех ялти ĕçсене хутшăннă, тăван колхозра тăрăшнă. Шкултан вĕренсе тухсан малтан уй-хир бригадинче, каярах фермăна доярка вырнаçнă. Вăл вăхăтра ĕнесене алăпа сума тивнĕрен хĕр питĕ ывăннă. Çапах та ыттисене çакна пĕлтермен, пĕрле ĕçлекенсемпе ăмăртса ĕçленĕ. Таврана каç хăйĕн чаршавне карсан вăййа тухнă. Унăн куç хывнă савнийĕ те пулнă, иккĕшĕ йăмра айĕнчи сак çинче шуçăм киличченех çăлтăрсене шутласа ларнă, телейлĕ пурнăç çинчен ĕмĕтленнĕ. Анчах хĕрпе каччăн пĕр çемьене пĕрлешме тỹр килмен. Машăна каçхи сăвăмран таврăннă чухне кỹршĕ яла вăрласа кайса арăм тунă. Пĕр палламан-курман çынпа вăл пурăнма пуçланă.
Мăшăрĕ ăна телейлĕ пурнăç парнелемен, эрех-сăра ĕçсе минресен сăлтавсăрах арăмĕ çине алă çĕкленĕ. Хĕрарăм йывăр пулсан та чăтнă, малаллах пурăннă. Çемьере йыш та хушăнман, вĕсене ачаллă пулма пỹрмен. Çакăншăн та упăшки Машăна патак "çитернĕ".
Кинемин çемьеллĕ пурнăçĕ 24 çула тăсăлнă. Кĕтмен çĕртен сасартăк упăшки пурнăçран уйрăлса кайнă. Унăн вилĕмĕшĕн те ăнах айăпланă. Çак мăшкăла чăтайманран хĕрарăм вăхăтлăха хулана пурăнма тухса кайнă. Анчах унти пурнăç ăна илĕртмен, чунĕ тăван тăрăхах туртăннă. Вара вăл каялла таврăнса çĕр ĕçĕпе аппаланнă, выльăх-чĕрлĕх усранă, чăх-чĕп тытнă. Пурăна-киле чун-чĕринчи суранĕсем пирченĕ пулсан та малтанхи асаплă пурнăç хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă. Çав вăхăтсене аса илсе каласа панă хыççăн Маша кинеми малти пỹлĕмре вырнаçнă шкапран сăвăсен тетрадьне кăларса мана пĕр сăвă вуласа пачĕ.
Тен, пĕлесси пулмасть хамран?
Çынсем, сиртен ыйтам тĕпчевлĕн,
Эсир хуть калăр-ха паян:
"Ăçта-ши ман телей тĕпелĕ?"
Вуланăçемĕн унăн куçĕсем çутă тумламсемпе тулчĕç, пичĕ тăрăх куççулĕ юхрĕ. Маша кинеми телей тĕпелне тупайманнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕ. Тетраде хупрĕ те хуллен ура çине тăрса кỹршĕ пỹлĕме тухрĕ. Ăна пĕтĕм чун-чĕрепе ăнланса эпĕ те сăмах хушмарăм, кинеми лăпланасса кĕтрĕм. Тĕпелте ĕçленĕ сас илтĕнчĕ, вăл апат-çимĕç хатĕрлесе мана сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ. "Çăкăртан нихăçан та аслă ан пул", _ тесе хушса хучĕ. Техĕмлĕ чей ĕçнĕ май кинемирен халĕ мĕнлерех пурăнни çинчен каласа пама ыйтрăм.
Унăн пурнăçĕ хăй еккипе малалла шăвать. Пĕчченех хăтлă та тирпейлĕ çуртра пурăнать. Кил хушшинчи пысăкрах ĕçсене пурнăçлама хуларан йăмăкĕн ачисем килеççĕ. Ытти вак-тĕвек ĕçсенче 89 çулхи Маша кинемине кỹршисем пулăшаççĕ. Уйрăмах Латифа аппа пулăшнине ырăпа асăнать, ăна чĕререн тав тăвать. Тутар хĕрарăмĕ ватă çынна мĕн кирлине веçех туянса илсе килсе парать, эрнере пĕр хутчен пỹрт-çуртне тирпейлет, япалисене çуса парать. Латифа тутлă апат-çимĕç янтăласа, кукăль-пỹремечĕ пĕçерсе çитерет. Ырă кăмăллă хĕрарăмăн ăшă сăмахĕсем ватă çынна пурăнма хавхалантараççĕ, вăй хушаççĕ. Çак саманта сăнлакан сăвăпа та паллаштарчĕ Маша кинеми.
Тăванăм, юлташăм, аташăм,
Пускилĕм, ĕçтешĕм _ эсех,
Эпир пурăнмастпăр пайташăн,
Пире ыр сăмах кирлĕрех!
Пире кирлĕрех çирĕп туслăх
Тата пĕр-пĕрне ăнланни,
Ун чух пусас çук чуна тунсăх,
Пăчланмĕ пач пурнăç ани.
Ватă çын туслăха, тăванлăха тĕпе хурать. Халĕ ăна мул та, пайта та кирлĕ мар. Ăна ăшă сăмах илтни, çын çынна ырă сунни пĕлтерĕшлĕрех. Пурнăçра çакăнтан пахи çуках пулĕ.
А.НИКОЛАЕВ.