Сусăрсем чĕрчунсене ытларах хĕрхенеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-21 10:33:17 Версия для печати
КУШАК.jpg

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


УРАМРА эпир килсĕр чĕрчунсене курма хăнăхнă. Çакăн пек ỹкерчĕке кашни çын хăйĕнле курать, хаклать. Вĕсене пĕрисем хĕрхенеççĕ, теприсем çулĕ çинчен хăвалаççĕ, тапса сирпĕтеççĕ.

Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче час-часах килсĕр макăрса ларакан кушаксене курма пулать. Выçăскерсем кашни иртен-çỹрене сăнаççĕ, вĕсем çине пăхса сасă параççĕ, хыçалтан чупаççĕ. Чĕлхи пулсан мăр-мăрсем хăйсене мĕн кирлине çынсем пекех ăнлантарса панă пулĕччĕç. Шел, вĕсем çакна тума пултараймаççĕ.

Кăнтăрлахи апата кайнă чухне, кашни кун тенĕ пекех, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнче пĕр хĕрарăм килсĕр кушаксене апат çитернине асăрхаттăм. Вăл вĕсемпе хĕрхенсе калаçать, вĕсене ачашлать. Лешсем те ун çумĕнчен хăпма пĕлмеççĕ, мăрласа урисем тавра явăнаççĕ, ачашланаççĕ.

Çумăрлă кун çак вырăнтан иртсе пынă чухне хĕрарăмпа сăмах хушмасăр чăтаймарăм. Ăна сывлăх сунсанах вăл ырă кăмăллă та ачаш чунлă çын пулнине ăнланса илтĕм. Çавăнпа калаçу та çыпăçăнса пычĕ:

_ Кашни кун тенĕ пекех эсир çак килсĕр кушаксене апатлантарнине куратăп. Мĕн хистет-ха сире çакна пурнăçлама?

_ Вĕсем те чĕрĕ чунсем-çке, _ лăпкăн сăмах хушрĕ Валя (хĕрарăм ыйтнипе ятне улăштарнă. _ Авт.). _ Вĕсен те çиес, пурăнас килет. Куçран пăхакансенчен, йăлăнса макăракансенчен епле пăрăнса иртейĕн-ха. Маларах кунта 4 кушак çỹретчĕ. Халĕ виççĕшĕ кăна апатланма тухаççĕ. Пĕри таçта кайса кĕчĕ, вăл çăмлăскерччĕ, илемлĕччĕ. Тен, ачасем йăтса кайнă. Çапла пулсан тем пекехчĕ.

Çамрăках мар хĕрарăмăн хăтланăвне сăнанă май вăл инвалид пулнине ăнлантăм. Апла пулсан Валя хăй те пурнăçăн хурапа шуррине пайтах курнă, ăна шăпа пуçран ачашламан. Тен, çавăнпах, чунĕнче лăпкăлăх тупас тесе кушаксемпе йăпанать, вĕсемпе калаçса чунне уçать.

_ Сансăр пуçне тата кам та пулсан çак кушаксене апат парать-и? _ татах интереслентĕм.

_ Килсĕр çапкаланакан чĕрчунсене камах хĕрхентĕр. Çынсем чунсăрланса пыраççĕ. Ырă ĕç тума, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшмаççĕ. Кашни хăйĕншĕн кăна пурăнать тесен те йăнăшмăп. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри килте кушак та усрамасть. Ара, чĕрчунсем хыççăн тасатмалла, çумалла-çке, тирпей тумалла. Мана вара çак кушаксене апатлантарни савăнăç кăна парнелет. Çак пурнăçра ырă ĕç туни маншăн темрен те хаклă, паха.

_ Май пулсан эсир çак кушаксене хăвăр килĕрте усранă пулăттăр-и?

_ Вĕсене пỹрте кĕртсе пăхрăм, анчах хамăн аçа кушак вĕсене килĕштермест, тулать. Ирĕксĕрех каялла, картишне кăларса яма тивет. Халь ăшă. Кайран çанталăк сивĕтсен вĕсене мĕн кĕтĕ? Кĕр çитсен хамăн та больницăна сипленме выртмалла. Çавăн чухне вĕсене апат çитерекен те пулмĕ. Иртен-çỹренсене çак кушаксене килĕсене илме сĕнетĕп, анчах никамах та килĕшмест. "Кирлĕ мар", _ тесе татса хураççĕ. Пĕлтĕр те кушаксем килсе ернĕччĕ картишне. Телее, эпĕ вĕсем валли хуçасем тупайрăм, вĕсем пурăнмалли ăшă вырăнсем тупрĕç. Çав çынсемпе кайран та тĕл пулса калаçкаларăм, кушаксен пурнăçĕпе интереслентĕм.

Вальăна хуласенчи пек килсĕр чĕрчунсене вăхăтлăх тытмалли, усрамалли приютсем пулманни пăшăрхантарать. Çакнашкал учреждени уçăлсан вăл пĕр шутласа тăмасăр унта ĕçлеме кайма хатĕр. Ахальтен мар вăл чĕрчунсем пирки кăтартакан передачăсене курма юратать, Интернет уçлăхне кĕрсе хуласенчи приютсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать. Акă вăл нумаях пулмасть çапларах хыпар вуласа пĕлнĕ. Çакна хĕрарăм ырласа йышăннă.

Пĕтĕм Тĕнчери килсĕр чĕрчунсен кунĕ умĕн Ecowiki.ru "Хăтлă приют" проекта старт панă. Унăн тĕллевĕ _ килсĕр-çуртсăр чĕрчунсене тата вăхăтлăх приютсене пулăшасси. Йĕркелỹçĕсем çынсене тĕрлĕ форматлă приютсене пулăшма явăçтарасшăн.

Марафона хутшăнас кăмăллисем юрăхсăра тухнă тумтиртен чĕрчунсен айне сарма кавир ăсталама, читлĕхсемпе вольерсене юсама, апат-çимĕç тата эмел пухма е приютсене пулăшакансем пулма пултараççĕ.

"Нумайăшĕ килсĕр-çуртсăр чĕрчунсене пулăшасшăн, анчах пурин те кушака е йытта хăйсен килне илсе кайма май çук. "Хăтлă приют" проект тỹрех икĕ ырă ĕç тума май парать _ чĕрчунсене пулăшма тата çỹп-çап ыйтăвĕнчен хăтăлма.

Марафон шайĕнче тĕрлĕ регионта вырăнти приютсене пулăшас тĕллевпе акцисем иртеççĕ. Эпир килсĕр-çуртсăр чĕрчунсен шăпишĕн пăшăрханакан кашни çыннах ырă ĕç тума, проекта хутшăнма чĕнсе калатпăр", _ тенĕ экологи юхăмĕн координаторĕ Оксана Акулова. Марафона тĕрлĕ форматсемпе хутшăнма пулать, хатĕр-хĕтĕр пухакан пунктсене, чĕрчунсене йышăнакан приютсене çитсе апат-çимĕç, эмел е кавир килсе памалла.

Проект страници - ecowiki.ru/cozyshelter. Кунта приюта пулăшас текенсем валли пайăррăн ăнлантарса панă инструкци пур. Ăна опытлă хастарсем хатĕрленĕ. Çакă мероприятие хутшăнас текенсем валли кирлĕ пулĕ. Хăшĕсем пулăшасшăн, анчах мĕнрен пуçламаллине тата çакна мĕнле тумаллине пĕлмеççĕ.

Килсĕр-çуртсăр чĕрчунсен ыйтăвĕ Раççейре питĕ çивĕч тăрать. Зоохỹтĕлев организацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн çĕршывра урамсенче 14-20 миллион йытăпа 7-40 миллион таран кушак пурăнать. Вĕсенчен сахал пайне çеç приюта вырнаçтарма май килет, ыттисене вара волонтерсемпе ырă кăмăллă çынсем пулăшни кирлĕ.

Çак хыпарпа ахаль паллаштармарăм. Валя çак акцие хутшăнма кăмăл тăвать, вăл приюта пулăшу кỹме те хатĕр.

Калаçу вĕçленсен, хĕрарăмран уйрăлса малалла хам çулпа утнă май унăн ырă ĕçне ырларăм. Çакăн пек ырă кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ çынсем çĕр çинче нумайрах пулсан килсĕр çапкаланса çỹрекен кушаксемпе йытăсен шучĕ те сахалланĕччĕ. Çынсем хăйсен чĕрчунĕсене урама хăваласа кăлармĕччĕç. Анчах хальлĕхе лайăххи çинчен ĕмĕтленмелли çеç юлать.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru