Часах - кĕркунне...

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-07 13:52:40 Версия для печати
ÇУЛЛА та хăйĕн юлашки уйăхне кĕчĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ _ кĕркунне те çитсе тăрĕ. Мĕнле кĕтсе илетпĕр-ха эпир сивĕ кунсене, еплерех хатĕрленетпĕр?

Çак ыйтусемпе районти "Жилкомсервис" УК" сахал яваплă пĕрлешỹ ĕçлеме пуçăннă та ĕнтĕ. Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ: Космовски урамĕнчи 11-мĕш çуртăн 1-мĕш подъездĕнче пандус вырнаçтараççĕ. Асăннă урамри 12-мĕш çуртăн тата Юбилей урамĕнчи 6-мĕш çуртăн подъезчĕсенчи алăксене ăшă тытса тăма юрăхлă тăваççĕ, маччи çине хăпармалли алăксене питĕреççĕ. Ленин урамĕнчи 45-А çуртăн умне çĕнетеççĕ, кивелнĕ вырăнсене штукатуркăлаççĕ, картлаçне тата карлăкне сăрлаççĕ. Ленин урамĕнчи 48-Б çурт умĕнчи пĕчĕк пахчана унта пурăнакансем пĕрле пухăнса карта тытаççĕ. Ăна сăрламашкăн Шăмăршă ял тăрăхĕн администрацийĕ сăрăпа тивĕçтернĕ.

Иртнĕ эрнере пирĕн района сивĕ-сем пуçланичченхи ĕçсемпе паллашма республикăри çурт-йĕр енĕпе ĕçлекен патшалăх инспекторĕ Дмитрий Геральдович Алексеев килсе кайрĕ, Шăмăршăра хутса ăшăтмалли сезона епле ха- тĕрленнипе интересленчĕ.

А.САДРЕТДИНОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru