Уй-хирте ĕç вĕресе тăрать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-07 13:48:27 Версия для печати
ÇУЛЛАХИ çумăр хыççăн çĕр час типет. Хĕвел хĕртсе пăхнă самантпа усă курса ял хуçалăхĕсем каллех вырмана тухрĕç.

Районта кĕрхи тулла 450 гектар çинчен _ унăн тухăçĕ гектартан 33 центнер; урпана 920 гектар çинчен (гектартан вăтамран 32 центнер) пуçтарса илнĕ. Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх апачĕ ха- тĕрлес ĕç те кал-кал пырать. Акă августăн 5-мĕшĕ тĕлне И.Н.Быков хресчен(фермер) хуçалăхĕ 900 тонна сенаж хывнă. Г.Н.Макаров ХФХра ăна 1200 тонна, А.П.Егоров ХВХра _ 500 тонна ха- тĕрленĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксен иккĕмĕш хутне çуласси вĕçленсе пырать. Паянхи кун тĕлне районĕпе пурĕ 15750 тонна утă типĕтсе кĕртнĕ.

Кĕрхи культурăсене акса хăварма 260 гектар çĕр хаç тĕрленĕ, 330 гектар çинче çĕртме тунă. Районĕпе кăçал пурĕ 2850 гектар çинче акса хăварма палăртнă кĕрхи культурăсене.

О.АЛЕКСЕЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru