Янăра, чăваш чĕлхи, юрри-кĕвви!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-27 08:40:26 Версия для печати
чаваш челхи куне.JPG
...Эй, тусăмсем, хамăн тăван çыннăмсем, чăвашсем! Пуринчен малтан эпĕ сире чĕнсе калатăп. Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те, акă, манăн мĕнпур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ...
Иван ЯКОВЛЕВ Чăваш халăхне панă Халалран.
АПРЕЛĔН 25-мĕшĕнче - Чăваш чĕлхи кунĕ, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун - республикăра тĕрлĕ мероприяти иртни çинчен пĕлтереççĕ хаçат-журналта. Шăмăршă районĕнче те уява анлă паллă турĕç.
Çак кун Васанти Культура çурчĕ тăван чĕлхене юратакансене, халăх культурине упракансене пуçтарчĕ. Питех те кăмăллă, йышлăн-ха вĕсем районта, чăвашлăха тытса тăракансем. Мероприятие кашни ял тăрăхĕнченех шкул ачисем те, çитĕннисем те килнĕ. Уяв пуçаруçи - Шăмăршăри «Пĕрлештернĕ клубсен тытăмĕн» ĕçченĕсем, йĕркелесе ирттерекенĕ - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Герман Ларшников.
Сцена çинче - Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн сăн ỹкерчĕкĕ. Малтанах залра ларакансем И.Яковлев ачалăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ỹкернĕ видеороликсем курчĕç, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç.
Ĕлĕкхи чăваш тумне тăхăннă Асьялти «Тевет» фольклор ушкăнĕ «Çаврăнайса утă ай çулмашкăн...» чăваш халăх юррине чуна пырса тивмелле шăрантарнă хыççăн залра ларакансем пурте ура çине тăрса чăваш Гимнне мăнаçланса юрларĕç.
Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир?
Мĕнле чĕлхепеле тĕнче çине тухатпăр?
Чăваш чĕлхиллĕ, пуян историллĕ эпир,
Пур халăхпа та туслă пурăнатпăр.
Кашни сăмаха палăртса, уçă сассипе пурне те хумхантармалла вулать уяв программине ертсе пыракан Елена Исметова. Çак самантра сцена çине çурăмĕ çине кĕтỹç пушшине уртнă çăпаталлă арçын ача Йăван (Васан шкулĕнче вĕренекен О.Краснов) тухать. Вăл шĕвĕр сухаллă Хаким тетĕшĕпе (Г.Ларшников) кĕтỹ кĕтет.
- Мĕншĕн эпир вырăс ачисем пек хамăр чĕлхепе вулама та, çырма та пĕлместпĕр? - ыйтать унран пĕчĕкçĕ кĕтỹçĕ.
Çапла пуçланать чăваш çырулăхĕшĕн çунакан Иван Яковлевăн йывăр та пархатарлă кун çулĕ.
Çакăн çинчен шкул ачисем вуланă сăвăсенчен те пĕлме пулать. Васанти тĕп, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем (ертỹçисем Г.Тимофеева, Г.Кузьмина) пысăк ăсталăхпа вуларĕç. Палтиелĕнчи вăтам шкулти «Çивĕч перо» кружока çỹрекенсем - О.Макарова, Д.Актемова, К.Николаева - хăйсем çырнă сăввисенче чăваш чĕлхине юратни çинчен пĕлтерчĕç (ертỹçи З.Свеклова).
Шăмăршăри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекен М.Чураков вара «Кам кĕнĕ пахчана?» сăвва çав тери ăста вуларĕ (ертỹçи И.Степанова). Çавăн пекех Васанти шкул ачисем выляса кăтартнă «Уçăлма тухнă шăши», «Кашкăрпа кушак» юптарусем те куракансене питĕ килĕшрĕç (ертỹçисем С.Якушова, Л.Митрофанова).
Уявра чăваш халăх юррисем те питĕ илемлĕн янăрарĕç. И.Гордеева, А.Кузнецова (Васан), О.Александрова (Пăчăрлă Пашьел), Н.Албутовапа А.Малеева (Кивĕ Чукал), Карапай Шăмăршăра, Анат Чаткасра вĕренекен хĕрачасен ушкăнĕсем юрланă юрăсем пурин кăмăл-туйăмне те çĕклерĕç.
Çитĕннисем те халăх юррипе тыткăнларĕç. Виçпỹрт Шăмăршă "шăпчăкĕ" Е.Муравьева умлă-хыçлă икĕ юрă парнелерĕ. Кивĕ Чукалти фольклор ансамблĕ те яланхи пекех илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Чукалтан килнĕ юрăсем ушкăнĕ те «Улмаллă» юрра З.Савельев баянистпа пĕрле кăмăла каймалла юрларĕ. Çавăн пекех Карапай Шăмăршăри, Палтиелĕнчи хĕрарăмсен ушкăнĕсем те уява çепĕç юрăсем илсе килнĕ. Пуянкассинчи «Аххаяс» фольклор ушкăнĕ юрă ăсталăхĕпе яланхи пекех çỹллĕ шайра Ташăçăсем те айккинче юлмарĕç. Чăваш ташшине Пăчăрлă Пашьел хĕрĕсем çав тери хỹхĕм ташларĕç.
Уяв программине пуян та интереслĕ йĕркеленĕ. Юрă-ташă хыççăн культура ĕçченĕсем чăваш халăх тумне тăхăнса сцена çине тухрĕç, кашни ял тăрăхĕн уйрăмлăхĕсене кăтартса пачĕç. Çавăн пекех чăваш наци апат-çимĕçĕпе те паллаштарчĕç. Пуянкассинчи Н.Федотова, сăмахран, ятарласа кĕсел пĕçерсе килнĕ, ăна мĕнле хатĕрлемелли çинчен каласа пачĕ.
Уяв чăваш халăх вăййипе вĕçленчĕ - «сăвă калани» теççĕ ăна çак тăрăхра пурăнакансем. Залра наци тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем алран-алла тытăнса чăваш халăх юррисемпе акăш евĕр ярăнса çаврăнса çỹрени тĕлĕнмелле илемлĕ тухрĕ, пире çур ĕмĕр каяллахи пурнăçа тавăрчĕ. Çак пуянлăха: юрă-кĕвве, сăмахлăха - чăвашлăха манăçа кăларас марччĕ. Çакă Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне асра тытнине те пĕлтерет.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru