Ĕç ветеранĕсем ватăлма васкамаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-04 10:12:20 Версия для печати
Встреча со старейшинами.jpg
ВАТЛĂХ чылайăшне кичем вăхăт пек туйăнать. Çав вăхăтрах хăшĕ-пĕри ăна çемьешĕн кăна мар, обществăшăн та усăллă, асра юлмалла ирттерме май тупать.

Сăмахран, районти Обществăлла канашăн сумлă ĕç ветеранĕсем _ Петр Фомин тата Владимир Андронов _ общество ĕçĕсенче яланах хастарлăхпа, пуçарулăхпа палăраççĕ. Районти пур событи те хумхантарать вĕсене, пирĕн кашни ỹсĕмшĕн _ савăнаççĕ, çитменлĕхсем _ пăшăрханаççĕ. Тăван тăрăха юратни патриот туйăмĕллĕ ĕç ветеранĕсене район историне тĕпчеме, ăна çамрăк ăру валли пухма хистет. Çакă 2017-2018 çулсенче Шăмăршă районĕн энциклопедине хатĕрлес ĕçре уйрăмах палăрчĕ.

Петр Ивановичпа Владимир Кириллович _ район историне калăпăшлă кĕнекепе кăларас енĕпе ĕçлекен хастарсем. Кăçал та вĕсем кашни уйрăммăн кĕнеке пичетлесе кăларчĕç: П.Фоминăн "Защитники западных рубежей" кĕнеки _ ГСВГра службăра тăнă ентешĕсем çинчен, В.Андронов вара Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенче çуралса ỹснĕ ентешĕсен кун-çулне "Ох, матушка моя, деревня" кĕнекере çутатса пачĕ. Район пурнăçĕнчи активлăхĕшĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов вĕсене тĕл пулу вăхăтĕнче чĕререн тав турĕ, малашне те обществăлла пурнăçра хастар пулма сывлăх сунчĕ.

Аслă ăру çыннисем пирĕншĕн тĕрек, ырă тĕслĕх тата историпе краеведени çăлкуçĕ.

Г.КАЗЯНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru