"Ир пулсан" передача хăни

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-04 10:09:46 Версия для печати
редакция в телевидении.jpg
Ĕнер, августăн 3-мĕшĕнче, ир-ирех 7 сехет те 30 минутра хаçатăн тĕп редакторĕ Наталия Ильина Чăваш наци телевиденийĕнче "Ир пулсан" кăларăм хăни пулчĕ. Сăлтавĕ, паллах, пур! Пирĕн юратнă хаçатăмăр "Шăмăршă хыпарĕ" кун çути курма пуçланăранпа 88 çул çитрĕ. Сахал-и ку, нумай-и? Тĕнче шайĕнчи пĕтĕм историпе танлаштарсан, паллах, нумаях та мар. Уйрăм çын ĕмĕрĕ тăрăх пăхас пулсассăн _ 88 çул вăл пирĕншĕн пысăк ỹсĕм.

Район хаçачĕн çак вăрăм ĕмĕрĕнче редакципе типографире тĕрлĕ çынсемпе коллективсем ĕçленĕ. Вĕсем умри тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пынă. Журналистсен аллинчи перо яланах çивĕч, вĕсен шурă хут çине ỹкернĕ кашни сăмахĕ витĕмлĕ пулнă. Паян та çаплах вăл. Паянхи коллектив та ырă йăла-йĕркене асра тытать, пурнăçпа тан утать.

"Ир пулсан" передачăна Ксения Алексина тата Иван Архипов ертỹçĕсем ăста ертсе пычĕç. Хаçат-журнал ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем тавра пулчĕ тỹрĕ эфирти калаçу. Чи пĕлтерĕшлисем çаксем: хаçатăн тиражне çав шайрах тытса пырасси, ĕçе çамрăк журналистсене явăçтарасси, хаçатăн содержанипе сăн-сăпатне татах та тарăнлатса илемлĕрех калăпласа вулакансем патне çитересси. Çавăн пекех район пурнăçне пур енлĕн те тарăннăн, тĕрĕс çутатасси. Паянхи самана таппипе тан утса пырасси те паянхи кун тĕп тивĕç-тĕллев пулса тăрать. Çавăнпа та малалла та, çулран-çул аталанса пырса хаçатăн ĕмĕрне тăсасчĕ, хаклă вулаканăмăрсем! Эсир пирĕнпе пĕрле, эпир вара _ сирĕнпе! Çак туслă çыхăну тăван районта пĕртен-пĕрре тухса тăракан информаци хатĕрне, çĕнĕ хыпарсемпе паллаштаракан, республика тата район пурнăçне лайăх пĕлсе тăма пулăшакан хаçата çулсеренех çырăнса илер! Уяв ячĕпе!

Н.Ильина, тĕп редактор.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru