Чирлекенсен йышĕ чакса пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-08-04 10:07:08 Версия для печати
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Правительство çуртĕнче оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йĕркелесе пынă. Канашлура коронавируспа чирлекенсен йышĕ республикăра майĕпен чакса пыни çинчен пĕлтернĕ.

Сăмахран, июль уйăхĕн пуçламăш эрнинче усал чир 438 çынна ернĕ пулсан, юлашки эрнинче _ 309 çын чирленĕ. ОРВИ-пе июлĕн малтанхи эрнинче 4000 пин çын аптранă тăк, юлашки эрнинче _ 2800.

Иртнĕ эрнекун район администрацийĕнче те Владимир Денисов район администрацийĕн пуçлăхĕ тата коронавирус эпидемийĕпе кĕрешекен оперативлă штаб Шăмăршăри лару-тăрăва тишкернĕ, чирлекенсен йышĕ чакма тытăнни çинчен каланă. Шăмăршă район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 31-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 119 çын коронавирус инфекцийĕпе чирленине регистрациленĕ, вĕсенчен 116-шĕ сывалнă, виççĕшĕ стационарта сывалать.

Лару-тăру лайăхланса пынине кура, Владимир Васильевич Шăмăршăри 5 ача садĕнче дежурнăй ушкăнсем ĕçлеме тытăнни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсене контактсăр градусниксемпе тата дозаторсемпе тивĕçтернĕ. Çак кунсенче пỹлĕмри сывлăша тасатса тăракан ионизаторсем те кỹрсе килеççĕ.

В.Денисов çавăн пекех хамăра лăнчă ямалла марри, обществăлла вырăнсенче, суту-илỹ тата апатлану учрежденийĕсенче, аптекăра, çынсем йышлă пухăнакан вырăнсенче маска режимне пăхăнмалли çинчен каланă. Ача-пăча площадкисемпе нумай хваттерлĕ çуртсенче те дезинфекци ирттерессине малалла тăсмалла. Чир-чĕртен сыхă тăрар, сывлăха упрар!

Г.НИКОЛАЕВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru