Çул çитмен çамрăксене - тимлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-31 10:46:43 Версия для печати
подрост.jpg
"Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2012 çулта кăларнă хушăвĕпе килĕшỹллĕн, республикăри çул çитмен çамрăксене тимлĕх уйăрас енĕпе Шăмăршă районĕнче 27-31 июльте тата августăн 3-6 мĕш кунĕсенче "Подросток" профилактика мероприятийĕ иртет.

Унăн тĕллевĕ: ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, йывăр лару-тăруллă çемьере çитĕнекен, йĕркене пăсма пултаракан çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси. Уйрăм тимлĕхре, паллах, шалти ĕçсен органĕсенче учетра тăракан ачасем.

Çак ĕçе эпир вĕрентỹ пайĕпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен профилактика Канашĕсемпе, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссипе, опека органĕпе пĕрле йĕркелесе тăратпăр.

Мероприяти вăхăтĕнче автостанци, рынок, суту-илỹ центрĕсен таврашĕсенче час-часах пулатпăр, çамрăксене тĕрĕс те сывлăхлă аталанма кансĕрлекен факторсем курсан, япăх енсемпе кĕрешме план тăватпăр, ачана тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшатпăр. Асăрхаттаратăп, çĕрлехи вăхăтра урамра тĕлли-паллисĕр çỹрекен çамрăксене куçран вĕçертместпĕр, вĕсене малашне те сăнаса тăратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев: çул çитмен çамрăксене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси, преступлени тăвасран сыхласси.

Н.МАЗЯКОВА, полицин районти уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн инспекторĕ, полици капитанĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru