"Эпир юратнă учитель пек пулма тăрăшаттăмăр..."

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-31 10:43:30 Версия для печати
Петрова с кадетами.JPG
УНĂН сăн-пичĕ çинче яланах ăшă кулă. Ачанни пек таса кăвак куçĕсем чипер пит-куçне çутатса тăраççĕ. Чунĕпе те илĕртỹллĕ вăл, Шăмăршăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Петрова.

Анат Чаткасри вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра учитель пулас ĕмĕт çулран-çул çирĕпленсех пынă. Учительсем те, ашшĕ-амăшĕ те вĕренỹре тăрăшуллă, обществăлла ĕçре хастар хĕр ачаран лайăх учитель пуласса шанса тăнă. Предметне суйлама кăна йывăрланса тăнă _ гуманитари предмечĕсене те, математикăна та кăмăлланă-çке Надежда Степанова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Юлашкинчен çапла йышăну тунă _ иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ вĕренекен ЧГУ филологи факультечĕ, вырăс чĕлхипе литератури уйрăмĕ. Пĕр класра вĕренекен хĕр тантăшĕ те унта вĕренме шутланă _ пĕрле хаваслăрах!

1988 çулта диплом илнĕ хыççăн тăван района таврăнать, Палтиелĕнчи вăтам шкулта ачасене вĕрентме тытăнать. Пĕрремĕш çулах нумай нациллĕ пысăк шкулта кашни кун 5-6-шар урок ирттерме тивнĕ çамрăк учителĕн. Специальноçне килĕштерни, ĕçченлĕхĕпе яваплăхĕ ăна учитель профессине кĕске вăхăтрах алла илме май панă. Юрать-ха, тутарла та пĕлнĕ _ кирлĕ чухне вырăс сăмахĕсене чăвашла та, тутарла та ăнлантарма пултарнă. Акă епле аса илет çамрăк педагога Эльвира Невметова (Афлятунова), халĕ хăй те Палтиел вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхи тата литература вĕрентекенĕ:

_ 9-мĕш тутар класне çĕнĕ учитель вĕрентме тытăнни пирĕн-шĕн савăнăçлă пулăм пулса тăчĕ. Надежда Петровнăн илĕртỹллĕ сăн-сăпачĕ, йăл кулли, васкавлă утти халĕ те куç умĕнче. Хам урок ирттернĕ чухне те, 23 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетĕп пулсан та, юратнă учителĕн çепĕç сассине асра тытса, çавăн евĕрлĕ калаçма тăрăшатăп. Шкул ачисемшĕн пуринчен пахи вара _ педагогăн ăшă чунĕ, савăк кăмăлĕ, кашнине хисеп-лени, вĕренỹре пулăшса пыни. Вăл класа кĕрсенех тĕлĕнмелле ырă та канăçлă пулса каятчĕ пурне те _ аура сăмаха эпир пĕлмен те пуль ун чухне. Эпĕ вара учитель профессине кăна мар, предмечĕсене те унăннех суйласа илтĕм. Питĕ савăнатăп çакăншăн, Надежда Петровнăна чĕререн тав тăватăп...

(Малаллине хаçатра вуласа пĕлме пултаратăр)

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru