Диспансеризаци ирттерме тытăнаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-31 10:32:47 Версия для печати
Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа районта аслă ỹсĕмри çынсен диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсене ирттерме тытăнаççĕ. Хальлĕхе, коронавирус сарăлма пултарас хăрушлăх пур чухне, больницăна пурпĕр маска тăхăнса каймалла, социаллă дистанци тытмалла.

Диспансеризаци ыйтăвĕпе çынсене Шăмăршă район больницин диспансеризаци тата врач умĕнхи йышăну пỹлĕмĕнче (№56) е участок терапевчĕсем йышăнĕç.

65 çултан аслăрах çынсен профилактика тĕрĕслевне республика чикĕлевсенчен тухассин виççĕмĕш тапхăрне кĕнĕ хыççăн кăна ирттерме тытăнаççĕ.

Çынсен çул ỹсĕмне тата арçын е хĕрарăм пулнине кура диспансеризаци вăхăтĕнче тĕрлĕ тĕрĕслев, тĕрлĕ анализ тишкерĕвне тума пăхса хунă.

Диспансеризаци тĕрĕслевне район больницинче кашни ĕç кунĕнчех тухма пулать: тунтикун, юнкун тата эрнекун _ 16.00 сехетчен, ытларикунпа кĕçнерникун _ 18.00 сехетчен, шăматкун _ 12.00 сехетчен. Апатлану вăхăчĕ _ 12.00 _ 13.00 сехетсенче.

Ыйту пулсан регистратурăна 2-32-85 номерпе шăнкăравлама пултаратăр.

С.ЯКУШОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru