Вĕсем Баскак паççулкинче ĕçленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-28 11:12:10 Версия для печати
учителя баскакской школы.jpg
СĂН ỸКЕРЧĔКРЕ Баскак паççулкинчи 8 класлă шкулти педагогсен ушкăнне куратăр. Вĕсемпе пĕрле унти ял Совет председателĕ _ Çĕпрел районĕнчи Шланккара çуралса ỹснĕ Х.Х.Мурзин.

Район центрĕнчен аякра, вăрман ăшĕнче вырнаçнă паççулкара 7 класс вĕренмелли шкул 1949 çулта уçăлнă. Директор тивĕçне Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчи фронтовик-учителе Иван Михайлович Савельева шанса панă.

Фотографие 1956 çулта ỹкернĕ. Халĕ ĕнтĕ педагогсен ят-хушаматне тупса палăртма та йывăр. Çỹлти ретри сылтăмран пĕрремĕшĕ _ Анна Гавриловна Веденеева. Ăна Чăваш Ене Брянск облаçĕнчен направленипе шкул ачисене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме янă. Шăмăршăра çемьеленсе ĕмĕрне ирттерчĕ вăл, чылай çул Виçпỹрт Шăмăршăри 8 çул вĕренмелли шкулта та ĕçлерĕ. Ытти учительсем çинчен вара нимĕн те тупăнмарĕ-ха. Камсем вĕсем, мĕнле предметсем вĕрентнĕ? Тен, вулакансем каласа парĕç? Камăн амăшĕ, тăванĕ е кỹрши пулнă ĕнтĕ çакăнта сăнланнă учительсем. Сиртен информаци кĕтетпĕр.

М.ЗАХАРОВ,
Шăмăршă ялĕ, таврапĕлỹçĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru