100 балл илнисем те пур

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-28 11:07:32 Версия для печати
ВĂТАМ шкул пĕтернĕ выпускниксен хĕрỹ экзамен тапхăрĕ те хыçа юлчĕ. Кăçал вăл унчченхи çулсенчи пек май вĕçĕнчен пуçласа июнь çурриччен мар, июль уйăхĕнче иртрĕ. Обществознани тата хими предмечĕсемсĕр пуçне, ытти пĕрлĕхлĕ экзаменсен (ЕГЭ) результачĕсем паллă. Математикăпа (профиль шайĕ) пирĕн районти 37 выпускник экзамен тытнă, вĕсенчен тăваттăшĕ 80 е ытларах балл пуçтарнă. Вырăс чĕлхипе вара 61 выпускник ЕГЭ тĕрĕслевĕ витĕр тухнă _ 16-шĕн 80 е ытларах балсем. Информатика предметне районта 4 выпускник суйласа илнĕ, иккĕшĕ _ 80 е ытларах, пĕри _ Владимир Захаров (Шăмăршă вăтам шкулĕ, учителĕ _ И.Кудряшова) 100 балл пухма пултарнă! Пирĕн выпускниксен географи тата вырăс литератури предмечĕсемпе те лайăх кăтартусем пулни пурне те савăнтарать.

Çакна та палăртса хăвармалла, кăçалхи выпускниксем ЕГЭ результачĕсем киличченех хăйсем суйласа илнĕ аслă шкула вĕренме кĕме заявлени çырма пултараççĕ _ кирлĕ документсене каярах ярса пама май пур.

Вăтам шкул пĕтерекенсене конкурс витĕр тухса аслă шкула вĕренме кĕме ăнăçу сунатпăр!

Е.ФЕДОРОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru