Уйсенче - "хир карапĕсем"

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-28 11:05:55 Версия для печати
карапай Алексеевы.jpg
ЮЛАШКИ вăхăтра уяр та шăрăх кунсем тăнăран сисмерĕмĕр те, хирсем саралма тытăнчĕç, кĕрхи культурăсем пиçсе çитрĕç.

Июлĕн 23-мĕшĕнче районта вырма ĕçĕсем пуринчен малтан П.Майоров хресчен(фермер) хуçалăхĕнче тытăнчĕç _ урпа вырма тухрĕç. Унпа пĕр вăхăтрах Пуянкасси ял тăрăхĕнчи Г.Макаров, О.Макаров фермерсен тата "Колос" Агрофирма" пĕрлешĕвĕн хуçалăхĕсем те тыр-пул пуçтарма пикенчĕç. Вырсарникун Карапай Шăмăршăри Алексеев фермер та урпа уйне комбайнпа тухрĕ. Ун штурвалĕ умĕнче Владимир Михайлович _ çемье фермин ертỹçи, тĕшĕленĕ тырра унăн ашшĕ _ Михаил Феоктистович турттарса тăрать.

Кăçал районта кĕрхи культурăсем 2238 гектар йышăнаççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем _ 9433 гектар.

Июлĕн 27-мĕшĕ тĕлне районти чылай хуçалăхра комбайнсем кĕрхи культурăсене çапма тухнă. Пĕрлех выльăхсем валли иккĕмĕш хут утă çулса пуçтарас ĕç те пырать.

О.АЛЕКСЕЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru