«Шкул - пултарулăх çăл куçĕ, манăн телейлĕ шăпа»

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-27 08:25:01 Версия для печати
Муромцева  Е.Н.jpg
ЕЛЕНА МУРОМЦЕВА Пуянкассинчи вăтам шкула 1980 çулта, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен «историк, обществознани преподавателĕ» специальноçпа вĕренсе тухсан ĕçлеме килчĕ. Çамрăк учитель часах шкул ачисен юратнă учителĕ пулса тăнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук - сăпайлă, сăнĕ - чипер, кĕлетки-хусканăвĕ - килĕшỹллĕ, урокра вара вăл ăнлантарни пĕтĕмпех асра юлать.
Учитель темле йывăр темăна та ачасене ансат чĕлхепе ăнлантарма пĕлни хăех методика ăсталăхĕ. Кашни сăмахĕ виçеллĕ, тĕп шухăш патне илсе пырать. Хальхи учитель вĕренекенсене хатĕр хуравсем памасăр, тĕрĕс шухăшлама вĕрентсе ответ тупма пулăшать. Ачасене истори пулăмĕсене ăнкарма та, шухăша уççăн калама та, хăй тĕллĕн пĕлĕвне тарăнлатма та питĕ ăста вĕрентрĕ Елена Николаевна. Ахальтен мар районта иртекен олимпиадăра унăн вĕренекенĕсем кашни çулах çĕнтерỹçĕ е призер Дипломне тивĕçнĕ, республика шайĕнче район чысне хỹтĕленĕ. Регионти олимпиадăна хутшăнма çителĕклĕ балл пуçтарса унта та Диплома тивĕçни те пĕрре кăна пулман. Сăмахран, Николай Горбунов истори предмечĕпе - çĕнтерỹçĕ, Екатерина Муромцевапа Анна Кузнецова обществознанипе 2-мĕш призер Дипломне çĕнсе илнĕччĕ. Çак çитĕнỹсем учитель тăрăшса ĕçленине кăтарса параççĕ те.
Аслă категориллĕ учителе ĕçтешĕсем тăтăшах истори вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвне ертсе пыма шанатчĕç, унăн уçă урокĕсене ĕç опытне пуянлатма çỹретчĕç. Çамрăк специалистсем вара Елена Николаевна урокĕн кашни тапхăрне астуса юлма тăрăшатчĕç, кашни сăмахне çырса пыратчĕç.
Çапла ăнăçлă ĕçлерĕ 2006-2015 çулсенче Е.Муромцева Пуянкассинчи вăтам шкулта. Шăмăршăри вăтам шкулта та 2006-2015 çулсенче обществознани предметне пысăк ăсталăхпа вĕрентрĕ. Ăçта ĕçлесен те, унăн урокĕсене килĕштермен вĕренекен пулман пуль. Кашни шкул ачи уншăн - пысăк пуласлăхлă çын, ун пек чухне вара учителе ачапа пĕр чĕлхе тупма та çăмăл.
- Шкул, вĕрентỹ - манăн юратнă ĕç, - 35 çул шкулта ĕçленĕ хыççăн пĕтĕмлетỹ тăвать педагогика ĕçĕн ветеранĕ. - Çамрăксене пĕлỹ пама пултарнăшăн çав тери савăнатăп. Шкулта - чăн-чăн пурнăç, пултарулăх вĕресе тăрать. Вĕренекенсемпе кунĕпе ĕçлесе те ывăннине туймастăн, шкулта вăй- хал çĕнелсе, тапса тăрать.
Ĕçне кура – хисепĕ. Е. Муромцева - РФ вĕрентỹ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Ăна шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хисеплет, тарăн пĕлỹ панăшăн чĕререн тав тăвать.
Ял-йышра ырă ята тивĕçнĕ педагог мăшăрĕпе 3 хĕр пăхса ỹстернĕ, кашинех аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Мария - экономист, çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ; Ольга, ют чĕлхесен факультетне пĕтернĕскер, çемйипе Ростовра пурăнать. Екатерина Мускаври финанс университетĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн унтах ĕçлесе пурăнать. Муромцевсене 5 мăнукĕ савăнтарса тăраççĕ.
Халĕ Елена Николаевна тивĕçлĕ канура. Пушă вăхăтра илемлĕ литература вулама юратать, кил-хуçалăхĕнче тăрмашать, кỹршĕллĕ пурăнакан хунямăшĕпе-хуняшшĕне пулăшса тăрать. Ватăсем ăна тăван ашшĕ-амăшĕ вырăнне хурса ăшă кăмăлпа пăхса пурăннăшăн пархатар, телей кăна сунаççĕ.
Хисеплĕ Учитель! Эпир те Сире 60 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru