Пĕчченлĕхе туйма памаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-21 10:20:07 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ВАТЛĂХĂН хисепĕ тата хăйне майлă илемĕ пур _ ача-пăча ỹссе çитĕннĕ, çунатланнă, пурнăç çулĕ çине тухнă. Мăнукĕ-сем те савăнăç кỹреççĕ. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн чир-чĕр çыпçăнма пуçлать, вăй-хал чакнине туятăн... Аслă çула çитнĕ ватăсене тĕрев, пулăшу кирлĕ. Çакна çывăх çынсем хăйсемех ăнланни, пулăшма тăрăшни темрен те паха.

Шăмăршăри Хĕвел тухăç урамĕнче пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ Надежда Петровна Смирнова та часах 89 çул тултарать ĕнтĕ. Яланхи пекех тарават, ăшă кăмăллă, çивĕч ăслă вăл, хаçат-журнал вулама юратать, телевизор урлă тĕнчери событисене пĕлсе тăрать. Анчах та юлашки вăхăтра куç çивĕчлĕхĕ чакса пыни ăна самаях кансĕрлет. Çулĕсем те пусса пынине кура ывăлĕсем амăшне пĕччен хăвармаççĕ, хăйсем патне илсе каяççĕ. Чулхулари кĕçĕн ывăлĕ патĕнче хĕл каçать вăл юлашки çулсенче, май уйăхĕнче кăна тăван килне таврăнать. Нумаях пулмасть куçне операци тутарнăран, кăçал çулла та унтах пурăнма тивет ЧР тава тивĕçлĕ учительне. Çуркунне акнă-лартнă пахча çимĕçне хăварсах унта çу ирттерет. Халиччен хăйĕн аллипе пахча тулли çимĕç, улма-çырла çитĕнтерекен хĕрарăм малтанах куляннă çакăншăн. Пахчинче çум курăк ашкăрать тесе шутланă. Анчах та вăл кăлăхах пăшăрханнă. Кỹр-шисем (чăн малтан Н. Полковникова), хăйĕнпе пĕрле вĕрентỹ ĕçĕнче тăрăшнă ĕçтешĕсем черетлĕн кашни кунах теплицăри помидор-хăярне, пăрăçне шыв сапса тăраççĕ. Улма йăранĕсем те çумсăр, колорадо нăррисене те хуçаланма памаççĕ. Кишĕрне те сайратнă, суханпа хĕрлĕ чĕкĕнтĕрĕ те парка çитĕнеççĕ.

Ывăлĕсен, мăнукĕсен çемйисем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ ватă амăшĕпе асламăшне, пур енлĕн пулăшса тăраççĕ, пĕр самант та пĕчченлĕхе туйма памаççĕ. Хăйĕн пекех ăшă чунлă унăн тĕпренчĕкĕсем те. Пурне те чĕререн тав тăвать хисеплĕ ĕç ветеранĕ, ырлăх-сывлăх сунать.

Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru