Алла суя укçа ан лектĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-17 11:10:51 Версия для печати
Чăваш Енри Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра укçан суя купюрисене тупса палăртнă фактсем нумайланнă. Çав купюрăсене ытларах чухне банксем учрежденисенчен тупăш укçине йышăннă чухне тупса палăртаççĕ. Кусем, пĕтĕмĕшле илсен, 1000 тата 5000 тенкĕллĕ суя купюрăсем.

Ултавçăсем купюрăсене паха туса хатĕрленĕрен вĕсене чăн укçаран уйăрма çăмăл мар, апла пулин те палăртма пулать. Çакна палăртма, сăмахран, чăн купюра миçе тенкĕпе танлашнине çырнă енче микротекст пурри пулăшать.

Укçапа яланах тимлĕ пулмалла. Саккун пăсса çăмăл тупăш илес тесе ултавçăсем ыттисене темĕнле майпа та улталаççĕ, вăл шутра _ укçан суя купюрисемпе усă курса та. Çавăнпа иртен-çỹрен çын купюрăна "ваклама" ыйтнă чухне те, уйрăм çынпа е пĕр-пĕр организаципе суту-илỹ тунă чухне те алла пысăк номиналлă укçа илнĕ чух асăрханулăха çухатмалла мар. Çынсен сăнне, вĕсен автомашинине асăрхаса юлма тăрăшмалла. Суя купюра алла лексен тỹрех полицие пĕлтермелле.

Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕнче палăртнă тăрăх, укçан суя купюрине хатĕрлени йывăр преступлени туни шутланать, уншăн, паллах, яваплăхĕ те çирĕп: 5-15 çуллăх ирĕкрен хăтарассине пăхса хунă.

Кăçалхи çур çулта пирĕн район территорийĕнче укçан суя купюрисемпе çыхăннă фактсене регистрацилемен, пĕлтĕр те ку тĕлĕшпе преступленисем пулман. Апла пулин те кашнинех тимлĕ пулмалла.

А.НИКИТИН.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru