Перчетке чиртен сыхлать-и?

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-17 11:09:40 Версия для печати
Кун каçа перчетке тăхăнса çỹрени çынна коронавирусран сыхлаймасть. Çапах та перчеткепе тĕрĕс усă курсан çак инфекцие ертес хăрушлăха чакарма пулать.

Кунĕпе эпир алăпа темĕн те пĕр тытатпăр, вĕсем çинче вара вирус пулма пултарать. Çапла вирус пур япалана тытнă хыççăн перчеткепе пите тытсан çăмăллăнах вирус ерет.

Апла пулсан перчеткепе тĕрĕс мĕнле усă курмалла-ха?

Чи малтанах çакна палăртмалла: ăçта алă урлă чир ерес хăрушлăх пысăк, çавăнта перчетке тăхăнмалла. Сăмахран, лавккара карçинкка тытнă чухне, обществăлла транспортра, алăк хăлăпне тытма тивет пулсан, банкоматпа усă курнă чухне тата ытти чух та. Çак вырăнсене кайиччен перчетке тăхăнмалла, унтан тухнă хыççăн ăна тỹрех хывмалла. Алла тỹрех дезинфекци хутăшĕпе тасатса илмелле е супăньпе çумалла.

Перчетке тăхăннă пулсан та ăна хывиччен телефон, çăра уççине, банк карттине, пит-куçа, нимĕнле апат-çимĕç те, ытти япалана та ан тытăр.

Перчеткене алăран тĕрĕс хывмалла. Ăна ал туни тĕлĕнчен тытса тавăрса хывса пымалла. Теприне вара алăпа шал енчен ал туни тĕлĕнченех тытса çавăн пекех хывмалла. Перчеткен тул енне тытмалла мар. Хывнă хыççăн алла тасатса илмелле.

Перчеткене пăрахăçлама вара ăна целлофан хутаçа чикмелле, хыççăн тин çỹп-çап витрине пăрахмалла.

А.Созинова, Чăваш Енри Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пĕтĕмĕшле гигиена врачĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru