Çыннăн нушине чĕрепе туяр

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-17 11:02:34 Версия для печати

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ПУРНĂÇРА ыррипе усалли, лайăххипе япăххи юнашарах çỹрет. Хура-шурă тĕссем пĕр-пĕрне улăштарса тăраççĕ. Анчах инкек хăçан тата хăш енчен пырса çапасса пĕлме май çук.

Акă кăçалхи май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнче пурăнакан Дерюшевсен кил-çуртĕнче вут-кăвар алхаснă, çемье пысăк тăкак тỹснĕ. Айăпĕ _ кухньăри термопот йĕркеллĕ ĕçлеменни. Юрать-ха, пушар çĕрле мар, кун çутинче тухнă, килтисем вăхăтра асăрхаса пĕчĕк ачисене çăлса хăварнă, хăш-пĕр япалисене кăларса ĕлкĕрнĕ. Анчах та кухня тата кил-çуртра электричествăпа усă куракан техника (холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина тата ытти те) пĕтĕмпех юрăхсăра тухнă. Вут-çулăм, çăра тĕтĕм кухньăран зала кĕрсе унти сĕтел-пукана, стенасене, мачча-урайне те ĕçлĕхрен кăларнă. Пурăнма услови çукран халĕ çиччĕри хĕрĕпе тăваттăри ывăлĕ урăх ялта кукамăшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Софья кăçал Шăмăршăри шкула 1-мĕш класа кайма хатĕрленет, ывăлĕ те "Ромашка" ача садне çỹресшĕн, тăван çемьере пурăнасшăн.

Ашшĕ-амăшĕ, паллах, çуртне çĕнетесшĕн. Акă 208 пин тенкĕлĕх пỹрт пури кỹрсе килмелле, ăна васкасах çирĕп никĕс çине лартса çивитти айне лартмалла. Мĕн чухлĕ расхут!

Вут-кăвартан инкек тỹсекенсене ял-йыш ĕмĕр-авалтан пулăшнă _ йывăр вăхăтра çĕнĕрен çурт-йĕр хăпартма вăй питти çынсем тỹлевсĕр, мимелле, хутшăннă, ял-йыш апат-çимĕçпе, тум-тирпе тивĕçтерме тăрăшнă. Халĕ те манăçман-ха çак ырă йăла-йĕрке. Акă Дерюшевсене те тăванĕсем, çывăх юлташĕсем ваккăн-тĕвеккĕн укçа-тенкĕпе пулăшнă. "Ромашка" ача садне çỹрекен пепкесен ашшĕ-амăшĕ те укçа пуçтарнă _ кам мĕн чухлĕ пама пултарнă. Шар курнă çемье пурне те чĕререн тем пек тав тăвать ырă кăмăлшăн. Шăнкăртамри мечĕт те укçан пулăшу панă - инкекре чĕлхе, тĕн уйрăмлăхĕсем çук _ çынлăх, ăшă кăмăл, хĕрхенỹ туйăмĕ пуринчен çỹлте!

Шел, çуртне страхламанран саплаштару укçи кĕтмелли çук. Банкри кредит проценчĕсем те пысăк _ вăхăтлăх ĕçсемпе ăна тỹлесе пыма çăмăл мар. Çакна ăнланса район администрацийĕ ача-пăчаллă çемьене çăмăллăхсем пама майсем шырать. Шăмăршăра пурăнакансем вара пушарта инкек тỹснĕ Дерюшевсене пỹрт-çурт пăснă, куçарнă вăхăтра тата строительство ĕçĕсенче мĕн чухлĕ те пулсан пулăшасса шанас килет.

Йывăрлăхсене чăтса ирттерме çывăх çынсем кăна мар, пĕтĕм ял-йыш, районта пурăнакансем те пулăшни пурнăçра пĕрре кăна мар. 2019 çул пуçламăшĕнче, хĕлле, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче те Поляковсен ĕне ферминче те пушар тухнăччĕ _ 15 ĕне, 2 трактор, выльăх валли хатĕрленĕ утă-улăм çунса кайнă... Çак самантра тăванĕсем, ял-йыш укçа-тенкĕпе (Ирина Васильева продавщица пуçтарса панă), фермерсем (Пуянкассинчи С.Угарин, Шăмăршăри А.Егоров, Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхальти А.Калашников) _ утă парса пулăшнине ĕмĕр манмĕç Поляковсем. Асанкассинче ĕне ферми тытакан Л.Инголов та хăйĕн хуçалăхĕнчи утта пĕр сăмахсăрах Виçпỹрт Шăмăршă ялне леçсе панă. "Пурне те пуçа тайса тав тăватăп!" _ Борис Николаевич чун-чĕрипе калать çак сăмахсене. Çакă çеç мар, ĕçчен ял çыннине патшалăх та самаях пулăшу кỹнĕ _ тин çеç пуçăнакан фермерсене паракан çăмăллăхпа _ 3 миллион тенкĕлĕх грантпа тивĕçтернĕ. Çак суммăпа Поляковсем вĕр-çĕнĕ трактор, 8 ĕне, утă-улăм тюклакан пресс туяннă.

Инкек-синкекре, йывăрлăхсенче пĕрне-пĕри пулăшма васкар, кăмăла çемçетер, ырă ĕçсемпе çынна ура çине тăма май парар. Ырă ĕç нихăçан та çухалмасть _ икĕ ĕмĕр пурăнать, теççĕ халăхра. Эппин, çак вăхăт хушшинче каялла та çаврăнса çитет, хамăра та тĕрев пулса тăрать.

Г.КАЗЯНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru