Эпидемирен малалла та сыхланар!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-14 14:35:24 Версия для печати
ИРТНĔ эрнекун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов видеоконференц çыхăнăвĕпе республикăри коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне хутшăннă.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, июль уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче чирлисен йышĕ ỹснĕ. Пневмонипе, ОРВИ-пе йышлăн чирленĕ. Çакă, министр шухăшĕпе, çынсем маска тăхăнма пăрахнипе, ĕç вырăнĕнче ỹт температурине тĕрĕслеме пăрахнипе, дезинфекци туманнипе çыхăннă. Суту-илỹ объекчĕсенче те, транспортра та йĕркене пур çĕрте те пăхăнманнине палăртнă _ хăш-пĕр вырăнта перчеткесемпе маскăсем, антисептиксем çуккине асăрханă. Телее, чир ỹсессине тытса чарма пултарнă.

Шăмăршă районĕнче те лару-тăру лăпланса ларма, асăрханмасăр çỹреме хушмасть. Район больницин тĕп тухтăрĕ Ирина Смирнова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне районта пурĕ 112 чирлĕ çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 108-шĕ сывалнă, 3 çынна стационарта сиплеççĕ.

Çакна та асра тытăр, пĕр хут çеç усă курмалли медицина маскине тăхăннă хыççăн тỹрех пăрахмалла. Ăна тĕрĕс тăхăнмалла _ сăмсапа çăвара лайăх хупламалла, пит çумне лайăх çыпăçтармалла, алăсемпе перĕнмесĕр çỹреме тăрăшмалла. Хывнă хыççăн маскăн çаккинчен кăна тытма тăрăшăр. Ун хыççăн алăсене антисептиксемпе сирпĕтмелле е супăньпе тĕплĕн çумалла. Пĕр хутчен тăхăнмалли маскăсене темиçе хут тăхăнма юрамасть, мĕншĕн тесен унта марльăран е ситцăран çĕленĕ маскăпа танлаштарсан бактерисем чылай нумайрах. Килте çĕленĕ маскăна кашни кун çумалла, утюгламалла.

И.СМИРНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru