Ай-хай «лаши» - мотоблок, çул айккине чăмтарать...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-27 08:16:24 Версия для печати
ЛАША ĕмĕрĕ чăннипех те иртсе кайрĕ пулмалла. Халĕ çак ĕç выльăхне усракансем питĕ сахал, лашаллисем ялĕпе те виçĕ-тăватă килĕрен ытла мар.
- Мĕне кирлĕ лаша, мотоблок пур вĕт! - теççĕ ял çыннисем. - Техникăна сĕлĕ çитермелле мар, чирлемест те. Мотоблока çỹретнĕшĕн нимĕнле документ та ыйтмаççĕ.
Мотоблока ГИБДД пачах та регистрацилемест. Тен, ку ĕçе Патшалăхăн техника надзорĕ пурнăçлать? Патшалăх регистрацийĕ çинчен калакан правилăсенче каллех мотоблока «манса хăварнă». Çапла вара мотоблок лаша урапипе пĕр «праваллă»: ăна штраф-стоянкăна вырнаçтарма та юрамасть иккен.
Çапах та мотоблоксене те иртĕхме памаççĕ: вĕсен аслă çулпа çỹреме юрамасть, техникăна эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн çỹретсен тытса чарма тата пысăк штраф тỹлеттерме пултараççĕ.
Шел те, пурнăçра пур чухне те хут çинче çырнă пек пулса пымасть çав. Мотоблок хуçисем пурте урă тесе çирĕплетме те çук. Çĕр улми лартнă е кăларнă, ытти ĕç тунă чух: «Пĕр-икĕ черкке кăна юрĕ-ха», - тесе калакансем сахал-и? Пахчаран тухмасăр ĕçлесен юрĕччĕ, «киккирикĕ» хĕрелсен ял урамĕпе кĕрлеттерсе çỹреççĕ, çуран çынсене, ача-пăчана, выльăх-чĕрлĕхпе хур- кăвакала хăратаççĕ. Пăрăнса ĕлкереймесен таптаса та кайĕç.
Мотоблок автомашина е трактор пек пысăк хăвăртлăхпа çỹремест пулин те, пырса тăрăнтарсан çын сывлăхне хăрушлăх кỹретех. Çул аяккине е çырмана чăмсан мотоблок хуçи хытă аманма е вилме те пултарĕ. Акă мĕншĕн ĕнтĕ мотоблокпа ĕçлеме урă çынсене çеç шанмалла, вĕсем техника тытăмне тата çул-йĕр правилисене лайăх пĕлччĕр.
Мотоблок транспорт хатĕрĕ маррине те асра тытмалла. Прицеп çине çын лартса çула тухни те саккунпа килĕшсе тăмасть. Хăшĕ-пĕри çакна шута илесшĕн мар, арăмпа хунямана тата кумсене лартса кỹршĕ яла хăнана кайма та хăраса тăмаççĕ. Тепри тата прицеп çине туллиех ача-пăча лартса катаччи чуптарать.
- Хытăрах юрлăр, атту антарса хăваратăп! - йĕкĕлтешет тата хăй. - Çуралнă кун Коля тетĕрĕн, во!
Пĕчĕкскерсем пĕтĕм вăя хурса юрă шăрантарнине Шăмăршăри К.Маркс урамĕнче хам та илтрĕм.
- Сыпнă вĕт эсĕ, мĕншĕн çул çине тухрăн! - асăрхаттарма пăхрăм техника хуçине.
Итлеме-и унта? Намăс сăмахпа лаплаттарса хучĕ те, мотоблок вырăнтан тапранчĕ. Хăлхара чылайччен ачасен тĕрлĕ саслă шуйхашуллă юрри илтĕнсе тăчĕ:
Пусть бегут неуклюже пешеходы по лужам,
А вода по асфальту рекой.
И неясно прохожим в этот день непогожий,
Почему я веселый такой...
Юрăри пекех, çав кун йĕпхỹ çумăр пĕрĕхетчĕ. Çынсем, ỹсĕр тытса пыракан мотоблокран шикленсе, çул аяккине пăрăнаççĕ, çапах та пĕри те эрех ĕçсе паттăрланнă арçынна: «Чарăн! Ачасене вĕлересшĕн-и?» - тесе кăшкăрса асăрхаттармарĕ.
Хăнăхрăмăр пуль çав çул çинче йĕркене пăснине. Пĕр-пĕр пысăк инкек пуласса кĕтетпĕр-ши?
ГИБДД сводкисем вара чуна çỹçентереççĕ: иртнĕ çул мотоблоксен айăпĕпе республикăра 21 авари пулнă: 3 çын вилнĕ, 15-ĕн йывăр аманнă. Кăçалхи виçĕ уйăхра çак «урхамахсем» çул çинче 4 авари тума «ĕлкĕрнĕ». Пахча ĕçĕсем вара пуçланаççĕ кăна-ха. Инкек пуласран Турă сыхлатăрах...
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru