Вăхăтра ĕлкĕресчĕ!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-14 14:34:12 Версия для печати
ÇАНТАЛĂК уяр тăнине кура, республикăра утă хатĕрлесси ăнăçлă пырать. Июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне çак ĕç 10 районта вĕçленнĕ те ĕнтĕ, часах нумай çул ỹсекен курăксене çулма 2-мĕш хут тухаççĕ. Питех те кăмăллă, хастарсен йышĕнче Шăмăршă районĕ те пур.

Уйрăм хуçалăхсенче те выльăх-чĕрлĕх çими çителĕклех янтăласси пирки пĕр иккĕленỹ те çук. Ĕне тытакан хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерни те ял çыннишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, пĕр сăвăнакан ĕнешĕн _ 2300, икĕ ĕнешĕн _ 3300, виçĕ е ытларах ĕнешĕн _ 4300 тенкĕ параççĕ. Субсиди илмешкĕн кирлĕ документсем вăхăтра тăратмалла. Çак ĕç Анат Чаткас, Шăмăршă, Пуянкасси, Васан ял тăрăхĕсенче активлă пырать. Ытти ял тăрăхĕсем васкаманни курăнать, хăшĕсен докуменчĕсем районти ветеринари службине кăна çитнĕ-ха.

Пĕлме: районти хуçалăхсенче пурĕ 1603 сăвăнакан ĕне шутланса тăрать. Вĕсемшĕн хуçисене 4 миллион та 85 пин тенкĕ укçа куçарса парасса кĕтетпĕр.

О.АЛЕКСЕЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru