Выльăх апачĕ пулĕ çителĕклĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-07-10 13:18:27 Версия для печати
ХАЛЬХИ вăхăтра ял хуçалăхĕсемпе производство кооперативĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Пахалăхлă утă, сĕтеклĕ сенаж вăхăтра хывсан хуçалăх ертỹçисене нимĕн те хăратаймĕ.

Кăçал çанталăк утă туса илме лайăх условисем туса пачĕ. Малтан курăка çитĕнме нỹрĕк çителĕклĕ пулчĕ, çумăр çусах тăчĕ. Кайран вара, ăна çулса пуçтарса кĕртме вăхăт çитсен, янкăр кунсем пуçланчĕç, тỹпере сарă хĕвел йăл кулса савăнтарчĕ. Çакăнпа çĕр ĕçченĕсем туллин усă курса ĕçлерĕç. Выльăхсем валли районта утта планпа пăхса хунинчен ирттерсе хатĕрлерĕç.

Хальхи вăхăтра 2250 тонна утă управа хунă, планпа вара 1950 пăхса хăварнă. Нумай çул ỹсекен курăксене 1750 гектар çинчен çулнă. Çулман 16 гектара вара вăрлăхлăх хăварнă. Пĕр çул ỹсекен курăксене çулса выльăх апатне çавăрасси те лайăх пырать.

Выльăх-чĕрлĕх тытакан ял хуçалăхĕсем ĕне-вăкăр утăпа кăна хĕл каçарнипе тивĕçлĕ чухлĕ ỹт хушманнине, сĕт антарманнине лайăх чухлаççĕ. Çавăнпа ферма çывăхĕнчи траншейăсемпе шăтăксене сенажпа тултараççĕ. Хальлĕхе ăна 650 тонна янтăланă. Паллах, ку ĕç малалла та тăсăлĕ-ха.

Хуçалăхсем тăрăшсах кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Ăна планпа пăхса хунă чухлĕ пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ, 980 гектар хура пусă çаврăнăшне ĕçе кĕртнĕ. 60 гектар çĕре гербицид сапнă.

Комбайнсене юсасси малалла пырать. Вырма ĕçĕсене юсавлă ял хуçалăх техникипе пĕр чăрмавсăр пикеннине нимĕн те çитмест. Çакăн пирки те ял хуçалăх ертỹçисем вăхăтра шутлаççĕ, ăста механизаторсене ĕçе явăçтараççĕ.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru