Юнашар пурăнакансене - тимлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-19 10:13:11 Версия для печати
Пирог собств приготовления.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


ШĂМĂРШĂРИ централизациленĕ клубсен тытăмĕ "Кукăль пĕçер те ырă çынсене тав сăмахĕ кала" Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăннă. Çак мероприятире районти Культура çурчĕсен ĕçченĕсем активлăхпа палăрнă.

Палтиел тата Анат Чаткас ялĕсенчи культура ĕçченĕсем хăйсен тутлă кукăлĕпе юратнă учителĕсене хăналанă, вĕсене чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Шăмăршăри Культура Керменĕн хастарĕсем хăйсем хатĕрленĕ техĕмлĕ кукăльпе художество пултарулăхĕнче тăтăш хутшăнакансене савăнтарнă.

Акци вăхăтĕнче çавăн пекех ырă ĕçсемшĕн тыл ветеранĕсене, медицина ĕçченĕсене, ăшă кăмăллă çынсене тимлĕх уйăрнă, кăмăл-туйăмне çĕкленĕ. Çакă аслă ăру çыннисемшĕн чăннипех те кĕтмен парне пулса тăнă. Çакăн пек хаваслă самантсем сирĕн пурнăçăрта тата нумай пулччăр, хисеплĕ ĕç ветеранĕсем!

В.КУЗЬМИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru