Ват инке

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-19 10:07:49 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Пуплет инке çапла вара:

"Çулсем иртеççĕ, эх, ами,

Ешерчĕ, типрĕ эрĕмле,

Нăйкать шăм-шаккăм, мур мар-и.

Мĕн-ма илемлĕх халь мана

Куçа уçсассăн илĕртмест?

Чирсем çĕмренĕпе ялан

Ир тăрсанах вутпа переç".

_ Пуплетĕн тĕрĕс мар, инке,

Шăтаççĕ чечексем сан та.

Итле, чĕнеççĕ кунĕпех

Кайăкĕсем ав вăрманта.

_ Çапла, çапла, _ тет ват инке,

Тытса хăй ларнă саккине.

Ачашлăха та çут ире

Кĕтмен çын пур-ши тĕнчере.

Кĕтеççĕ ваттисем пиртен

Чун ăшшине те тимлĕхе!

Николай ЕРЕМЕЕВ. Чĕмпĕр хули.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru