Йышпа тухар ĕçлеме - пĕрле тăвар илеме

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-04-24 08:49:10 Версия для печати
IMG_5254.JPG
ИРТНĔ эрнекун районта экологи субботникĕ старт илчĕ. Район центрĕнчи организацисемпе учрежденисенче вăй хуракан вун-вун çын урамсене тирпейлеме тухрĕ.
Çанталăк йĕпе-сапаллă тăнипе, мĕн палăртнине пурне те пурнăçлама май килмерĕ, çапах та йышпа пысăк ĕç тунине каласа хăвармаллах. Районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра ĕçлекенсем вара пурне те ырă тĕслĕх кăтартрĕç: хăйсене уйăрса панă лаптăк чи пысăкки пулин те чупа-чупа ĕçлесе ыттисенчен маларах тирпейлесе пĕтерчĕç. Хаçатçăсем учреждени йĕри-таврашне те çỹп-çапран тасатса тухрĕç. Чăннипех те маттур çав пирĕн пичет ĕçченĕсем!
Субботниксем пуçланаççĕ кăна-ха. Çĕнтерỹ уявĕ умĕн бордюрсене тата йывăçсене шуратса тухсан, урамсене тепĕр хут çỹп-çапран шăлса тасатсан район центрĕ илемлĕрех те илĕртỹллĕрех пулĕ.
Тирпей-илем субботникĕсем районти ытти ялсенче те иртнĕ. Ырă ĕç малалла тăсăлать. Ялсене тирпейлеме ватти-вĕтти хутшăнасса шанса тăратпăр.
В.ДАВЫДОВ,
район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru