Ыр сунар

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-19 09:06:11 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Сывлăх пултăр сире, тăвансем,

Ман килес-и, юрать-ши иртме?

Чиперех-и? Аван-и ĕçсем?

Сывлăхпах-и тăраç килтисем?

Йĕркеллех-и? Ăçта эс каян? Таврăнатăн? Мĕнле пурăнан?

Сирĕн пултăр вăй-хал ĕçлеме!

Турă патăр сире сывлăхне!

Мĕн чуль ырă сăмах çĕр çинче _

Саламлар чĕререн пĕр-пĕрне.

Ыр сунас кăмăлпа пурăнар,

Пĕр-пĕриншĕн чунтан савăнар.

Ырă ир, ырă каç, ырă кун _

Яланах эс çынна ырă сун.

Ют çынна ырă сывлăх сунни _

Ху валли çирĕп сывлăх ыйтни.

Çулăхминччĕ çăпан та пукра _

Çыншăн сывлăх чи хаклă тупра.

Çирĕп сывлăх сунар пĕр-пĕрне,

Ыр сăмах хăй сиплет чĕрене.

Людмила СЕМЕНОВА, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru