Камсем вĕсем, чăн-чăн волонтерсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-19 10:04:00 Версия для печати

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


СИНКЕРЛĔ коронавирус чирĕ эпидеми хăрушлăхĕ илсе килнĕренпе пире, ватă çынсене, тухса çỹреме вăхăтлăх тăхтаса тăмалли çинчен асăрхаттарсах тăраççĕ.

Пысăк хуласенче тухтăрсемпе волонтерсен сăваплă ĕçĕсем çинчен те пĕлтерсех пыраççĕ. Ватă çынсене килĕсене пырса çỹресе пулăшу параççĕ иккен: кама _ эмелпе, хăшне _ апат-çимĕçпе. Ялсенче волонтерсен пулăшăвĕ сарăлсах ĕлкĕреймен пулмалла-ха.

Пирĕн, Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан ватăсен, пурнăçĕ те çăмăлах мар. Шăм-шак та канăç памасть, юн пусăмĕ те вылять, операци витĕр тухнисем те пур. Çавăнпа та ырă кăмăллă çынсемсĕр пурăнма кансĕртерех. Аслă çулсенчи пĕччен пурăнакан çынсене пулăшакансем пурри вара чуна ăшă парать.

Ялта тĕреклĕ хуçалăхсем выльăх усраса ĕне юр-варĕ туса илеççĕ. Хăшĕсем ăна сĕт пуçтаракансене сутса услам тăваççĕ, теприсем çак йывăр тапхăрта çынсене пулăшма васкаççĕ.

Лидия Егорова библиотекарь килти сĕт-çуне пĕччен пурăнакансене, ача-пăчаллă çемьесене парса пулăшать. Нумаях пулмасть акă Паша ывăлĕ пĕр литр хăйма, Ирина хĕрĕ виçĕ литр сĕт киле килсех пачĕç. "Мĕн парам-ши сире? _ тетĕп. "Нимĕн те кирлĕ мар! - теççĕ. Савăннипе куçсем шывланчĕç.

Сергейпа Ирина Васильевсен хуçалăхĕнче те выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Шăнкăравласан сĕтне, тăпăрчне килех кỹрсе килсе параççĕ. Апат-çимĕç лавккаран илес пулсан, пенсионерсене кĕтмелле те параççĕ.

Екатерина Малова, медицина ĕçченĕ пулнă май, кану кунĕсенче пулсан та, сарăмсăр чирлесе ỹкнĕ çынсем патне васкать. "Мĕн тунă пулăттăмăр-ши Катюша çывăхрах пурăнман пулсан?" _ теççĕ тав туса пĕр урам çыннисем.

Анна Гладкова почта ĕçченне "кăвак çулăмшăн" (газ), электричествошăн, çỹп-çапшăн (ТБО) тỹлеме ыйтатпăр, ырă кăмăлне шанса пурăнатпăр.

Ытти ялсенче те пурах-тăр çакăн пек хастарсем. Эпир хамăр ялти уçă кăмăллă, пурне те пулăшма тăрăшакан çынсене чун-чĕререн тав тăватпăр!

Г.МУРЗИНА, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru