Ватăсене савăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-19 09:49:58 Версия для печати
ЦСООН.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


ШĂМĂРШĂ районĕнче пурăнакансене социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра 2014 çултанпа А.Вазанов ертсе пырать. Каламасăрах паллă, çакă питех те яваплă тивĕç. Ĕçĕ курăмлă, çынсемшĕн усăллă. Палăртнă тĕллевсене яланах пурнăçлаççĕ, коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче те ватăсене пулăшу парса тăма май тупаççĕ. Туслă коллектив йывăрлăхсене килĕшỹре çĕнтерсе пырать. Андрей ВАЗАНОВА, ЦСОН директорне, коллективпа тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăм.

_ Чăннипех те туслă пирĕн коллектив. Штатра 24 çын шутланса тăрать. Ĕçченлĕхĕ, вăр-варлăхĕпе çаврăнăçулăхĕ, ватă çынпа калаçма пĕлни кашнийĕнех пур. Тĕрлĕ кăмăл пулма пултарать çемье хỹттисĕр юлнă халсăрсен, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, лăплантарма чăтăмлăх та кирлĕ.

Коронавирус пандемийĕ пирĕн ĕç режимне те çĕнĕлĕхсем кỹртрĕ. Çак тапхăрта эпир ĕçе дежурствăпа йĕркелетпĕр. Икĕ смена пирĕн (сменăра виçшер çын), кашни 2 эрне хушши центртан ниçта тухмасăр ĕçлет. Кайран 2 эрне самоизоляцире пулать. Дежурство пуçланас умĕн кунта ĕçлекенсем коронавирус чирĕ пуррипе çуккине больницăра тĕрĕслеттерсе анализсем параççĕ.

_ Андрей Петрович, 23 ватă кашни кун пулăшу кĕтсе сирĕн çине шанчăкпа пăхать. Эпидеми тапхăрĕнче вĕсене чир çакланмарĕ-и?

_ Коронавируспа чирлекенсем пулман, анчах та пĕтĕмлетỹ тума иртерех _ карантин вĕçленмен-ха. Пирĕн малашне те аслă ăру çыннисене куç пек пăхса тăмалла. Кунта пурăнма кĕтес тупнă ватăсем коронавируса пула ниçта та тухса çỹремеççĕ. Вĕсен проблемисене пурне те пирĕн специалистсем татса пама тăрăшаççĕ. Сăмахран, эмел е апат-çимĕç туянасси пĕтĕмпех пирĕн ĕç пулса тăчĕ. Çакăншăн Антонина Димитриева стационар пай ертỹçи яваплă. Унсăр пуçне ватăсен сывлăхне упрасси çине чи пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сăмахран, кашни 4 сехетрен вĕсен ỹт температурине виçеççĕ, пỹлĕмсене тăтăш дезинфекци туса тăраççĕ, кăмăл-туйăмне çĕклеме тăрăшаççĕ, вăхăтне хаваслăрах ирттерме пулăшаççĕ. Сăмахран, хаçат-журнал вуласа параççĕ, ал ĕçĕпе йăпатаççĕ тата ытти те. Паллах, пурте карантин вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ _ хĕвел питтине уçăлма тухма ĕмĕтленеççĕ. Ăнланатпăр, ура утнă чухне камăн пỹлĕмре ларас килтĕр?

_ Икшер эрне дежурствăра тăракан ĕçченсен хушамачĕсене асăнса хăвармастăр-ши?

_ Тархасшăн. Пĕрремĕш сменăра Н.Угарина, Т.Чемерова, С.Тухветуллова; иккĕмĕшĕнче З. Кодзокова, Е. Филимонова, Р.Фахрутдинова. Вĕсем хăйсен çемйине, кил-çуртне пăхмасăр икĕ эрне хушши кунĕн-çĕрĕн ватăсемпе пĕрле пулаççĕ, вĕсен сывлăхне упрассишĕн, кăмăл-сипетне çĕклессишĕн вăй-халне шеллемеççĕ. Район администрацийĕ çак уйăхра пултаруллă социаллă ĕçченсене Хисеп грамотипе чысларĕ, республикăри профсоюз организацийĕ Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕ. Тỹрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ вĕсем ĕçри тивĕçĕсене.

_ Районти ватăсене тимлĕх уйăрасси епле пурнăçланса пырать?

_ Пирĕн центр районта пурăнакан 65 çултан аслăрах 85 ватăпа килĕшỹ тунă. Ăна тĕпе хурса вĕсене апат-çимĕç, эмел, гигиена таварĕсене килĕ-сене çитерсе тăратпăр. Пирĕн "хĕрỹ лини" номерĕсемпе (2-32-92, 2-36-68, 2-36-47) пурте шăнкăравлама пултараççĕ.

_ Ватта сума сăвакан хăй те ырă куракан, тенĕ ĕлĕк-авалтан. Сирĕн ĕçĕр те сăваплă, пархатарлă, хисепе тивĕçлĕ. Туслă коллектива малашне те ăнăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх пултăр!

_ Тавах!

Г.ИВАНОВА калаçнă.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru