Хăтлă çурт - çынсемшĕн савăнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-17 10:47:40 Версия для печати
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Хăтлăхра пурăнас тесен хамăр пурăнакан вырăна тасалăхра, тирпейре тытмалла. Пỹрт-çурта сăрламалла, капăрлатмалла, ишĕлме-йăванма пуçланă вырăнсене юсаса çĕнетмелле.

Шăмăршăри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем те çакна лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем хăйсем пурăнакан хваттерсенче тирпейпе хăтлăх тытса пурăнма тăрăшаççĕ. Май çитнĕ таран кашниех çулсерен юсав ĕçĕсем туса ирттерет. Çавăн пекех картишĕнче те тирпейлемелли пирки асра тытаççĕ. Шел, хăш-пĕр картишсенче пурăнакансем йĕркене кĕрсе пĕтеймеççĕ, пурăнакан вырăнта тирпей-илем тумалли пирки манса каяççĕ. Çурт çумĕнчи пахчасене те чавса акма ỹркенеççĕ.

Хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленсенех нумай хваттерлĕ çуртсенче çитес тапхăра хатĕрленсе вентиляци пăрăхĕсен, мăрьесен юсавлăхне тĕрĕслеме тытăнаççĕ, çитменлĕхсене, ишĕлчĕксене пĕтерме васкаççĕ. Ку ĕçсене Космовский, Ленин, Юбилей, 50 лет Октября, Шоссейная урамсенче пурнăçлама пикеннĕ те ĕнтĕ.

Çавăн пекех подъездсенче сăрлас-шуратас, штукатурка тăвас ĕçсемпе тимлеççĕ. Акă Ленин урамĕнчи 26-мĕш çуртри 1-мĕш подъездра крыльца пусмисене йĕркене кĕртнĕ, çурт тавра отмостка тунă. Çак урамри 48-Б çуртра пурăнакансем хăйсен вăйĕпе пахча картине çĕнетме мехел çитернĕ. 50 лет Октября урамри 6-мĕш номерлĕ çуртăн 1-мĕш подъездĕнче те юсав ĕçĕсене пуçарнă. Кунта стенасене штукатурка туса сăрланă, маччана шуратнă, чỹречесене, алăка, карлăка çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Космовский урамĕнчи 14-мĕш çуртри 1-мĕш подъездри йывăç рамăллă чỹречене пластиклипе улăштарнă.

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи ĕçсене сахал яваплă "Жилкомсервис" УК" общество çынсем юсав ĕçĕсемшĕн тỹлекен укçа-тенкĕпе пурнăçлать.

А.МАКСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru