Халăх тăрăшсан ĕç пулатех

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-06-17 09:42:08 Версия для печати
ПЕТР ИЛЬДЯКОВ.jpg
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Ниме ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку авалтан пыракан йăла нихăçан та пăрахăçланмасть. Паян та нимене тĕпе хурса ялсенче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ. Ниме ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку авалтан пыракан йăла нихăçан та пăрахăçланмасть. Паян та нимене тĕпе хурса ялсенче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттереççĕ.

Кивĕ Чукал ял тăрăхĕнче ырă ĕç тăвакансен йышĕ ỹссех пырать. Çак кунсенче ял старостин Петр Ильдяковăн пуçарăвĕпе, вăл ертсе пынипе çынсем пухăнса Комсомольски урамĕнчи юхăннă пусса тасатнă, çĕнĕ пура янă. Малашне, шăрăх кунсенче, иртсе çỹрекен чарăнса пусă шывĕпе ăшне пусарĕ, ырă ĕç тăвакансене тав тăвĕ.

Кивĕ Чукалсен тепĕр пуçарăвĕпе те паллаштарар. Ял халăхне те, хăнана килекенсене те масар çинчи туалет юхăнни, юрăхсăра тухни пăшăрхантарнă. Çакна тĕпе хурса В.Мандрюковпа В.Малеев çĕннине ăсталаса лартнă. Ку ĕçе пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев спонсор пулăшăвĕ панă. Чăваш çынни çакнашкал ырă ĕçсемпе палăрса тăрать те ĕнтĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ чăвашăн мĕн те пулсан ĕçлемелле, пуçарулăх, тавçăрулăх кăтартса ыттисене те хăй хыççăн ертсе пымалла. Çакăн пек ырă ĕç тăвакансем пурри савăнтарать. Вĕсен ырă тĕслĕхне курса çитĕнекен ăру та ĕç еннелле туртăнать, аслисенчен вĕренсе пырать.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru